Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Раштав елки хаваслă иртрĕ

    Районти культура çуртĕнче «Ырă ĕçсен çулталăкне» халалласа тăлăх, ăнăçсăр, сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьери ачасемшĕн, çавăн пекех ачасен обществăлла районти организацийĕн активисчĕсемшĕн район пуçлăхĕн В.Кирилловăн Раштав елки пулса иртнĕ. Савăнăçлă уява хутшăннă ачасене саламлама район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов килнĕ. Вăл ачасен «Хĕл Мучи» патне çырнă çырăвĕсене вуларĕ, парнесем пачĕ. Уява хаваслă ирттерме Культура çуртĕнче тата Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче вăй хуракансем хатĕрленĕ, вĕсемех уява активлă ертсе пычĕç.
Уяв хаваслă иртрĕ.
 
А. НИКОЛАЕВА.


12 января 2008
00:00
Поделиться