Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Саккун хуралĕнче

   2007 çулта Вăрмар район прокуратурин ĕçĕ-хĕлĕ тĕпрен илсен право йĕркисене сыхлакан органсем обществăлла йĕркене пăсакансене вырăна лартас, преступлени тăвас çул çине тăма пултаракан çынсемпе профилактика ĕçĕ ирттерес, граждансен прависене хÿтĕлес, приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçленĕ.
    Уйрăммăн илес пулсан, çакна палăртса хăвармалла - 2007 çулта Вăрмар район прокуратури тĕплĕн хатĕрлесе тĕрлĕ предприятисемпе организацисем ĕç укçи вăхăтра тÿлеменнипе çыхăннă 137 ĕçе суда ярса панă. Тавăç тăратнă пур çын та хăйсене тивĕçекен ĕç укçине илнĕ.
    Иртнĕ çул çăмăллăхсемпе усă куракан 10 граждан тÿлевсĕр эмел илесси пирки заявлени çырса панă. Çак ыйтăва прокуратура ĕçченĕсем ĕçсем суда çитичченех татса панă.
   Çут çанталăка сыхлас енĕпе çыхăннă саккуна пăснă тĕслĕхсем нумай пулнă. Тĕрлĕ шайри ертÿçĕсене вăл е ку пăтăрмахсене вăхăтра пĕтерме 36 тавăç тăратнă, 18 çынна дисциплинарлă, 30 çынна административлă явап тыттарнă. Çакă ытларах малтан ял хуçалăх предприятийĕсен пулнă, халĕ хуçасăр тăрса юлнă тесен те йăнăш пулмасть пулĕ, тĕрлĕ пестицидсемпе им-çамсем упранă складсемпе, выльăх масарĕсемпе, юхăннă пĕвесемпе çыхăннă.
    Çул çитмен ачасен интересĕсене хÿтĕлесси те район прокуратурин ĕçĕнче юлашки вырăнта мар. Иртнĕ çул вĕсен интересĕсене хÿтĕлесе суда 169 иск (заявлени) тăратнă. Вĕсенчен 106-шĕ ача-пăча пособийĕсене шыраса илессипе çыхăннă. Яваплăхран никам та пăрăнса юлайман.
    Профессиллĕ уяв ячĕпе прокуратура ĕçченĕсене, ветерансене, Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕсенче çак системăра вăй хуракан ентешсене, вĕсен çемйисене ăшшăн саламласа ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума сунас килет.
 
С. ПАВЛОВ.


12 января 2008
00:00
Поделиться