Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрмарсем «Вăрмара» кăмăллаççĕ

     Çулсерен лайăххисен йышĕнче пулма, ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе, витĕмлĕ аталанупа çирĕплетсе пыма çăмăл мар. Потребкоопераци тытăмĕнче пушшех те. Вăрмар райповĕ тĕрлĕ кăткăс лару-тăрура та хăй умне лартнă тĕллевсене пурнăçлама вăй-хăват çитерет. Чăвашпотребсоюз системинче лайăххисен йышĕнче. 2008 çула та лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕç. Таварсене ваккăн сутассипе те, обществăлла апатлану предприятийĕсен ĕçĕпе те, хăйсем продукци туса кăларассипе те лайăх ĕçленĕ. 2007 çулта тавар çаврăнăшĕ 109 миллион тенкĕпе танлашнă.
     Райпо ĕçченĕсем халăхăн ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕç пахалăхне лайăхлатсах пыраççĕ. Çакă çĕнĕ лавккасем уçас, производствăна аталантарас, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелес, ял халăхне апат-çимĕç продукчĕсене вырнаçтарма пулăшас, аякри ялсене таварсемпе вăхăтра тивĕçтерес ĕçре лайăх курăнать. Вăрмар поселокĕнче пурăнакансемшĕн 2007 çул «Вăрмар» лавкка, кафе уçăлнипе асра юлчĕ. Иккĕшĕ те илемĕпе, ассортименчĕпе, культурипе пысăк хулари лавккасенчен пĕрре те кая мар. Суту-илÿ культуринчен лайăхрах тесен те йăнăш пулмĕ. Пултаруллă та маттур 6 сутуçă тăрăшса вăй хурать «Вăрмар» лавккара. А.Макарова заведующи, А.Алексеева сутуçă ÿкерчĕк çинче пĕлтернĕ тăрăх, туянакансене кунне 25-30 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ таварсемпе тивĕçтереççĕ. Икĕ пине яхăн пахалăхлă тавар сĕнеççĕ туянакансене. Пĕтĕмĕшле каласан, апат-çимĕç тата йăлара кирлĕ ытти таварсем пĕтĕмпех туянма пулать. Лавккапа юнашарах кафе ĕçлет. Кунта пурĕ 5 çын тăрăшса вăй хурать. С.Ялакова аслă повар, И.Табакова, Е.Николаева поварсем, И.Матвеева, А.Константинова бармен-официантсем ÿкерчĕк çинче клиентсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Хăйсемех тутлă та техĕмлĕ апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, кунта килекен клиентсене сăйлаççĕ. Клиентсем тенĕрен, кунне 50-60 çынна яхăн кăмăл тăвать кунта килме. Унсăр пуçне çак кафере ушкăнпа, тăвансемпе юбилейсем, уявсем ирттересси те йăлана кĕнĕ. Вĕсен канăвне интереслĕрех, туллинрех йĕркелессипе, çĕнĕ паха апат-çимĕçпе сăйлассипе тăрăшаççĕ пултаруллă та ăста алăллă ĕçченсем. «Пирĕн тĕллев - клиентсен ыйтăвĕсене пысăк пахалăхпа тивĕçтересси», - теççĕ кунта вăй хуракансем. Кирек кама илер, пĕр-пĕр заведение çитсе курса унта лайăх йышăннине, унпа питĕ тимлĕ пулнине туйса илсен, вăл унта татах та туртăнать, ăнтăлать. «Вăрмар» кафе ĕçченĕсем пирки те çакнах каламалла: вĕсем тараватлă та ыр кăмăллă пулнăран клиентсем кунтан талма пĕлмеççĕ, ырă, ăшă сăмахсем калаççĕ.
 
З. ПАВЛОВА.


12 января 2008
00:00
Поделиться