Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хĕр ачасем ытларах çуралнă

   2007 çул вĕçленчĕ. Çĕнĕ çул алăкне уçнă вăхăтра яланах çулталăкри ĕç-хĕле тишкереççĕ, хак параççĕ. Уйрăм лайăх самантсем яланлăхах асра юлаççĕ, чуна савăнтараççĕ.
     ЗАГС пайĕн ĕç-хĕлĕ кашни çынна, кашни çемьене пырса тивекен самантсемпе тÿрремĕнех çыхăннă. Тĕслĕхрен, çĕнĕ çемье чăмăртанни, ача çурални. Ку енĕпе пирĕн районта палăрăмлă ÿсĕмсем пурри савăнтарать. 2007 çулта 176 çемье чăмăртаннă, 2006 çулта 149 пулнă. Иртнĕ çул районта пурĕ 260 ача çут тĕнчене килнĕ. Вĕсенчен хĕр ача 132, арçын ача 128 пулнă. Йĕкĕрешсене виçĕ çемьере кĕтсе илнĕ. Шăплатра Викторияпа Мария Васильевасем, Пинерте Анастасияпа Анна Ивановасем, Эçпепере Лианапа Диана Федоровасем. Арçын ачасене ытларах Никита (10), Артемий(9), Кирилл(9), хĕр ачасене - Дарья(11), Анна(9), Мария(9) ятсене панă. Пĕрремĕш хут алла ача тытакан амăшĕсем - 108, иккĕмĕш хут çуратакансем 106, виççĕмĕш - 32, тăваттăмĕш - 10, пиллĕкĕмĕш - 2, улттăмĕшпе çиччĕмĕш ача çуратакан хĕрарăмсем пĕрер пулнă. Çĕнĕ çулта çемьене татах та нумайрах ача хушăнса пыма ача амăшĕн капиталне пама пуçлани тата РФ Президенчĕ В.Путин 2008 çула «Çемье çулталăкĕ» тесе кăларнă Указ та пулăшасса шанас килет.
 
В.ВОЛКОВА.


16 января 2008
00:00
Поделиться