Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Итогсемпе умри тĕллевсем

   Район пуçлăхĕ В.Кириллов иртнĕ тунтикун ирттернĕ планеркăна район пуçлăхĕн заместителĕсем, райадминистрацин пайĕсен пуçлăхĕсем, федераллă тата республика шайĕнчи патшалăх тытăмĕн органĕсен руководителĕсем хутшăннă.
    Çĕнĕ 2008 çулта ирттернĕ пĕрремĕш планеркăра Вячеслав Николаевич районăн иртнĕ çулхи социаллă-экономикăллă аталанăвĕн итогĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Калас пулать, кăтартусем начар мар. Мĕн пур инвестицисене ĕçе кĕртнĕ. Уйрăм инвесторсен пулăшăвĕпе те усă курнă. Районта çĕнĕрен икĕ промышленность предприятийĕ ĕçлеме пуçланă. Чылай çынсем килти хуçалăха аталантарма кредит илнĕ. Сывлăха сыхлас тата вĕрентÿ учрежденийĕсен пурлăх никĕсĕ çирĕпленнĕ. Налук пухассипе те чылай ĕçленĕ. Тĕш тырă тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем нумайрах туса илнĕ. РФ Патшалăх Думин суйлавне ăнăçлă ирттернĕ.
     ЧР Президенчĕ Н.Федоров кăçалхи çула Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Çавна май пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ пушшех те ÿсет. Халăх пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе нумай тăрăшмалла. Усă курман çĕрсене ĕçе кĕртессипе малалла ĕçлемелле. Çĕр улми лаптăкне пысăклатмалла, хăмла ытларах туса илмелле. Çынсем валли 140 ĕç вырăнĕ тупса памалла.
    Планеркăра районшăн ытти пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç.
 
А. ХОВАНСКИЙ.


16 января 2008
00:00
Поделиться