Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Каллех уртаракан чир çинчен

   Уртаракан чир (бешенство) - чĕрчунсене тата çынсене сĕлеке урлă е çыртнипе ерекен вирус чирĕ. Вăл çынсен е чĕрчунсен нерв системине пĕтерет.
   Сывату мелĕсем эффективлă мар. Çавăнпа та чи пĕлтерĕшли - çак чиртен профилактика ĕçĕсем туса сыхланасси. Пĕтĕм çĕршывĕпе йытăсене вакцинацилессине саккунпа çирĕплетнĕ. Вакцинацилемен йытăсемпе сунарта, хурал службисенче усă курма юрамасть.
   Вăрмар районĕнчи ветеринари служби район территорийĕнче çак хăрушă чиртен сыхланас тĕллевпе кирлĕ мерăсем йышăнать. 2007 çулта районĕпе пурĕ 1399 пуç йытта, 833 пуç кушака вакцинациленĕ. Тискер чĕрчунсене (тилĕсене, кашкăрсене) иммунизацилеме вĕсен йăвисем пулма пултаракан вырăнсем умне 1540 пай «Оралрабивак» илĕртмĕш вакцинăсем хурса тухнă. «Вăрмар районĕнчи чĕрчунсен чир-чĕрĕсемпе кĕрешекен станци» патшалăх учрежденийĕнче ветеринарсем 10 кун хушши сăнаса тăма 5 йытта хупса усрамалăх ятарлă вырăн пур. Çулсеренех халăхпа уртаракан чир çинчен ăнлантаракан калаçусем ирттереççĕ, халăх пухăнакан вырăнсене асăрхаттарусем çакаççĕ.
   Апла пулин те, 2007 çулта Пысăк Енккасси, Кивĕ Вăрмар ялĕсенче урнă тилĕсем кил-картишсене кĕрсе çынсем тата выльăх-чĕрлĕх çине тапăнма пуçланă тĕслĕхсем 4 пулнă. Вăрмар район пуçлăхĕн 25.06.2007 çулхи 560 номерлĕ Постановленийĕпе килĕшÿллĕн çак ялсене карантина хупнă, кирлĕ мерăсем йышăнма палăртнă.Тилĕсене вĕлернĕ, виллисене вĕсен чирне палăртма контейнерпа «Чăваш патшалăх ветеринари лаборатори» патшалăх учрежденине ăсатнă. Чĕрчунсем пулнă картишсене, унти инвентаре дезинфекциленĕ шултра, выльăх-чĕрлĕхе иммунизациленĕ: пурĕ 3 пуç лашана, 757 пуç мăйракаллă шултра выльăха, 677 качакасемпе сурăхсене. Паянхи куна туса ирттернĕ мероприятисем хыççăн район пуçлăхĕн 27.11.2007 çулхи 1001 номерлĕ Постановленийĕпе карантина пĕтернĕ.
    Çавăн пекех ялсенчи, поселокри обществăлла вырăнсенче килсĕр çапкаланчăк йытăсемпе кушаксен йышĕ ÿснĕ, иртнĕ çул пурĕ йытăсем çынна çыртнă 61 пулăм тупса палăртнă. Хуçасăр-килсĕр йытăсемпе кушаксем уртаракан чире чĕртсе ярасран хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çак чĕрчунсене пĕтерме ятарлă бригада йĕркелеме шутланă. Тепĕр майлă каласан районти санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне уртаракан чиртен сыхлас тĕллевпе ветеринарсен ушкăнне çак ĕçе шанса пама шутланă. Ветстанци кашни ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе харпăр хăй ялĕсенчи хуçасăр йытăсене пăшалтан вĕлерекен инъекциллĕ дротиксемпе персе пăрахма ятарлă договорсем тунă. Тĕслĕхрен, Вăрмар хула тăрăхĕнче август уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунччен пурĕ 82 йытта вĕлернĕ.
   2008 çулта Чăваш Республикинче йытă урнă 1 тĕслĕх тупса палăртнă. Ку пирĕн районти Эçпепе ялĕнче пурăнакан Егоров Валерий Хрисанович йытти пулнă. Ăна вăл 2007 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкар хулине илсе кайнă та автомашинăсем лартакан вырăнта усранă. 2007 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче йытă вилет, хуçи вара ăна Чăваш республикин ветеринари лабораторине ăсатать. Унта тĕрĕсленĕ хыççăн, вăл уртаракан чирпе чирлĕ пулнине палăртаççĕ. Эçпепе ялĕнче йытта усранă хуçалăхра районти ветстанци ĕçченĕсем профилактика ĕçĕсем туса ирттернĕ.
 
П. ПОРФИРЬЕВ.


16 января 2008
00:00
Поделиться