Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малалла ăнтăлатпăр

   «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществи - районта пĕр тикĕс аталанса пыракан предприятисенчен пĕри. Эпир туса кăларакан продукци пахалăхĕпе унччен те палăрса тăнă, халĕ те çав маркăна çирĕп тытса тăратпăр. Çĕвĕ фабрики сулмаклăн аталанать. Предприяти ăнăçлă ĕçленинче пуçлăхран пуçласа кашни специалистăн, рабочин тÿпи пысăк. Çавна май 2007 çулхи кăтартусем те курăмлă. Иртнĕ çул пурĕ 15 миллион та 500 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ку унчченхи çулпа танлаштарсан 25 процент ытларах. Иртнĕ çул ЧР Президенчĕ Н.Федоров ĕçлĕ визитпа çĕвĕ фабрикинче пулни, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашни кунта вăй хуракансемшĕн асра юлнă. Кăçал та производствăна çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме палăртатпăр. Шупашкарти «Текстиль» тулли мар яваплă обществăпа, Мускаври пысăк çĕвĕ фирмисемпе тачă çыхăну тытма килĕшÿ тунă. Мускав çĕвĕ фирмисем валли «Иней», «Докер», «Штурман» ĕç костюмĕсем çĕлетпĕр. Пурĕ 180 çын тăрăшса вăй хурать. Фабрика ĕçченĕсем иртнĕ çул плана вăхăтра тултарса пынă. Ку енĕпе пĕрремĕш бригада ĕçченĕсене (мастерĕ Н.Краснова), хатĕрлев цехĕнче вăй хуракансене (мастерĕ Н.Константинова) материала касакансен цехĕнче тăрăшакансене (мастерĕ Р.Сергеева) палăртмалла. Эпир туса кăларакан продукци ГОСТ витĕр тухать. Тепĕр майлă каласан пахалăха тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Кун-çул уттинчен юлмасăр малалла ăнтăлма тăрăшатпăр.
 
Л. ПЕТРОВА.


16 января 2008
00:00
Поделиться