Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йĕпреçсенчен выляса илтĕмĕр

     «Хăраканни хоккейла вылямасть» текен каларăшпа спорта юратакан чылай çамрăксем килĕшеççĕ. Çапла пулмасăр, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас пулсан спортпа туслă пулмалла-çке.
      Ахальтен мар ĕнтĕ Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕ (пуçлăхĕ А.Васильев) тăрăшнипе район центрĕнчи стадионта тепĕр хоккей площадки турĕç (малтанхи - Заводская урамра). Хоккейла выляса республикăра мала тухассишĕн ирттерекен турнира хутшăнса иртнĕ вырсарникун пирĕн патăрта Йĕпреçсене йышăнтăмăр. Хăнасенчен 6 : 5 шутпа выляса илтĕмĕр. Çитес вырсарникун, январĕн 20-мĕшĕнче, пирĕн районăн «Вăрмар хоккей клубĕ» команди (капитанĕ А.Васильев) Канаш районĕнчи «Спартак» командăпа тĕл пулса вылять.
 
А. КРАСНОВ.


19 января 2008
00:00
Поделиться