Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Телейлĕ çул пултăр сирĕншĕн ялан

    Çĕнĕ Шулхан ялĕ пысăк мар, унта пурĕ те 64 кил анчах шутланать, çапах та çав ялта пурăнакан лайăх çынсем сахал мар. Акă илер-ха Евстафьевсен çемйине. Асли, Алексей Евстафьевич, династи пуçлăхĕ. Вăл 1926 çулта çуралнă. Çав вăхăтри яш-кĕрĕме, хĕр-упраçа пĕрре те çăмăл пулмарĕ, вĕсен çамрăклăхĕ вăрçă хирĕнче иртрĕ.
     Алексей те нимĕçсемпе çапăçса пысăк паттăрлăх кăтартрĕ. 1945 çулхи март уйăхĕнче ураран аманать, госпитальте выртса тухсан каллех тăшманпа çапăçать. Вăл фашистсен тĕп хулине, Берлина, штурмланă çĕре хутшăнать, вĕсене хăйсен йăвинче тĕп тăвать. Ашшĕ тăван ялне, Çĕнĕ Шулхана вăрçă вăхăтĕнче паттăрлăх кăтартнăшăн кăкăр тулли орден - медальсемпе таврăнать. Ăна «Паттăрлăхшăн» медальпе 3 хут, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн», «Берлина илнĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе, Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕпе наградăланă. Кашни вунă çулта Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕшĕн юбилей медалĕсене илме тивĕç пулнă вăл. 1996 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче А.Евстафьева «Жуков медалĕ» парса чыс тунă. Алексей вăрçăран таврăнсан мирлĕ ĕçе кÿлĕнет. Малтан сĕтел-пукан фабрикинче водитель пулса вăй хурать. 1959 çулта ăна машинипех АТПна куçараççĕ, унта Алексей мĕн пенсие тухичченех тăрăшать. А.Евстафьев Шăхаль хĕрĕпе Катьăпа çемье çавăрать, вĕсем 3 ывăл та пĕр хĕр пăхса ÿстернĕ. Ачисем çинчен каярах çырăпăр. Алексея АТПра ЗИЛ 555 самосвал шанса параççĕ, çав машинăна водительсем шÿтлесе-кулса темшĕн «Захар» тетчĕç. А.Евстафьев мирлĕ ĕçре те пĕтĕм тăрăшулăхне, пултарулăхне кăтартать. Çав вăхăтра АТПра тĕп бухгалтер пулса ĕçленĕ Н.Григорьева пĕлтернĕ тăрăх, Алексей кашни уйăхра плансене тултарса пынă. Предприятирен 17 çул хушши Куславккана тата Тĕрлемесе командировкăна çÿренĕ. Унăн ĕç дисциплини мĕнле пулни çинчен Алексей мăшăрĕ каласа парать. Вăрмарта 5 сехетре пулакан пуйăс çине 4 сехетре çурран тухса утнă. Ĕç вăхăтĕнче плансене вăхăтра тултарса пынăшăн грамотăсем чылай унăн, пурне те çырас пулсан хаçат страници те çитмест пулĕ, çавăнпа та паллăраххисене çеç çыратпăр. А.Евстафьева АТП-ри Хисеп кĕнеки çине кĕртнĕ. 1971 çулхи июлĕн 16-мĕшĕнче вăл Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденне илме тивĕç пулнă. 1984 çулхи декабрь уйăхĕнче «Ĕç ветеранĕ» медале парса чыс тăваççĕ. А.Евстафьев 1986 çулта пенсие тухать, 6 çул каялла çĕрĕ кĕнĕ. А.Е.Евстафьевсем 4 ача пăхса ÿстернĕ. Асли, Владимир, подполковник званийĕпе отставкăна тухнă, халĕ Чулхула хулинче çемйипе пурăнаççĕ, ĕçлет-ха. Евстафьевсен икĕ ывăлĕ Вениамин тата Владислав ашшĕ çулĕпе кайрĕç, водитель пулса вăй хураççĕ, хастар та пултаруллă вĕсем. Веня çут тĕнчене 1956 çулхи апрелĕн 24-мĕшĕнче килнĕ. Мăнçырмара 10 класс вĕренсе пĕтерсен ашшĕ ĕçлекен АТПна моторист ученикĕнче ĕçлеме пуçлать, автошкулта вĕренсе водитель правине алла илет. Хĕсметре вăл Мускав облаçĕнче пулать, унтан 1976 çулта таврăнать. Уншăн ĕçе ăçта каймалла-ши темелли çук. Вăл каллех АТПри грузсем турттаракан ЗИЛ-164 машинăпа ĕçлеме пуçлать. Эпĕ унпа юсавпа строительство участокне Энĕшпуçĕнчен кирпĕч тиесе килсен паллашнăччĕ. Салтак тумне те хывманччĕ-ха Веня ун чухне. Çамрăк чухнех сăпайлăччĕ вăл. Горький хулинчен сĕтел-пукан фабрики валли материал турттарнă, райпона хуласенчен апат-çимĕç продукчĕсем тата ыттине илсе килнĕ. Умма лартнă плансене йĕркеллĕ пурнăçласа пынă. Çулталăк çурăран ăна лайăх ĕçленине шута илсе ПАЗ-672 автобус шанса параççĕ. Вăл пассажирсене Шупашкара, районти ялсене турттарать, çул-çÿревçĕсемпе яланах кăмăллă. 31 çул тăрăшать Веня асăннă предприятире. Малтанхи çулсенче плансене йĕркеллĕ тултарса пынă-ха, анчах та самани улшăннă пирки тултарманни те пулать. Иртнĕ çул июньпе июль уйăхĕсенче 102-108 процент тултарнă. АТП директорĕ В.Васильев каланă тăрăх, В.Евстафьев автобус водителĕсен хушшинче, пĕрмаях малтисен ретĕнче. Сĕрмелли-çунтармалли материалсене перекетлеме тăрăшать вăл. Хăй вăхăтĕнче Вăрмарти АТП Канашри автотранспорт пĕрлешĕвне пăхăнса тăнă. Плансене йĕркеллĕ пурнăçласа пынăшăн унăн сăн ÿкерчĕкне Хисеп хăми çине кĕртнĕ. 6 çул хушши вăл предприятинчи профсоюз комитечĕн председателĕ пулнă. Ашшĕ пекех унăн Хисеп хучĕсем темĕн чухлех. Пĕлтĕрхи октябрĕн 28-мĕшĕнче ăна Чăвашавтотранс управленийĕ нумай çул хушши ăнăçлă ĕçленĕшĕн «Автотранспорт ветеранĕ» ята, диплом, АТП дирекцийĕ те Тав хучĕ, укçан парса чыс тунă. В.Евстафьев Куславкка районĕнчи Туканаш ялĕнчи Надьăпа çемье çавăрать, вĕсем икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ. Асли, Марина, кооператив институчĕ пĕтернĕ, халĕ ачапа килте ларать. Кĕçĕн хĕрĕ, Оля, Шупашкарти ял хуçалăх академинче ăс пухса алла диплом илнĕ, Шупашкарта ĕçлет. В.Евстафьевăн мăшăрĕ ял хуçалăх управленинче 26 çул хушши вăй хурать. Вĕсем пĕрле пурăнма пуçлани иртнĕ çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче 25 çул çитрĕ, кĕмĕл туй туса паллă турĕç. А.Евстафьевăн кĕçĕн ывăлĕ те, Владислав, ашшĕ тата пиччĕшĕ пекех АТПра 15 çул хушши водитель пулса вăй хунă. Халĕ вăл Киров хулинчи автобазăра тăрăшать. Командировкăна Чулхула, Тутарстан, Мордовине тата ытти хуласене çÿрет. Ашшĕпе, пиччĕшĕ пекех Хисеп грамотисем нумай Владиславăн. Çапла пĕрмаях руль умĕнче Вениамин тата Владислав Евстафьевсем, яланах çул çинче. Çавăнпа та вĕсене ырă сунса юрăри сăмахсемпе вĕçлес килет.
Çумăр çăвать-и е çил-тăман,
Такăр çул пултăр сирĕн ялан.
 
Г. ПЕТРОВ.


19 января 2008
00:00
Поделиться