Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕсенче пирĕн пуласлăх

     Район территорийĕнче 16 ял тăрăхĕ, вĕсенче çул çитмен ачасем пурĕ 6514 пурăнаççĕ. Çак ачасенчен 3265-шĕ шкулта вĕренеççĕ. Кашни шкула милици сотрудникĕсене çирĕплетнĕ, вĕсем унти йĕркелĕхе тытса пыма пулăшаççĕ.
   Кашни уйăхрах ачасемпе профилактикăлла мероприятисем ирттеретпĕр, ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулса калаçатпăр. Кашни ача хăйне евĕрлĕ, кашнинех уйрăм тимлĕх кирлĕ. Хăшĕсен ашшĕ-амăшĕсем ачисемшĕн тăрăшсах каймаççĕ, вĕсен ĕçĕсемпе интересленмеççĕ. Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ ача преступлени çулĕ çине тăрасси. Пĕлтĕр çул çитмен ачасем хушшинче 11 преступлени тунине тытса чарнă. Вĕсем ытларах çын пурлăхне çаратаççĕ. Хăшĕсем киревсĕр ĕç тума та именсе тăмаççĕ, çынна вĕлересле хĕнеççĕ. Вăрмар хула тăрăхĕнче пĕлтĕр 7 преступлени, Уйкас, Энĕшпуç, Чăрăшçырма, Çÿлти Кинчер ялĕсенче пĕрер преступлени пулнă. Вĕсенче 13 ача хутшăннă. 2007 çулта районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕнче 54 ача учетра тăнă. Учетра тăракан кашни ача çумне Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсенчи депутатсене çирĕплетнĕ, вĕсем çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторсемпе пĕрле тăтăшах тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ. Дружинниксемпе пĕрле каçхи хуралта çÿретпĕр, çул çитмен ачасене преступлени тăвасран асăрхаттаратпăр. Шкулсенчи профилактика канашĕсемпе пĕрле ăнăçсăр çемьесене тупса палăртассипе те ĕçлетпĕр.Çавăн пекех райадминистраци çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссипе вĕрентÿпе çамрăксен политики тата социаллă ыйтусене татса паракан пайсенчи работниксемпе, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсемпе, РФ Юстици министерствин Чăваш Республикинчи Вăрмар районĕнчи инспекцийĕпе пĕрле тата ачасене воспитани парассинчен пăрăнса çÿрекен ашшĕ-амăшĕсемпе тăтăшах калаçусем ирттеретпĕр, килĕсене кайса çÿресе кирлĕ мерăсем йышăнатпăр, административлă явап тыттаратпăр. Район прокуратурипе, суд приставĕсемпе пĕрле 40 административлă ĕç пуçарнă, ашшĕ-амăшĕн прависенчен 13 çынна хăтарнă.
      Ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿллĕн çул çитмен ачасене ĕç вырăнĕ тупса парассипе те тăрăшатпăр. Ачасем преступлени çулĕ çине тăрассинчен асăрхаттарса тĕрлĕ рейдсем ирттеретпĕр.
       2008 çул пуçланчĕ, ĕçлемеллисем питех те нумай. Малашнехи ĕçсем пурте ачасен ырлăхĕшĕн, вĕсен ăнăçлăхĕшĕн пулса пырĕç.
 
М.СИНИЧКИНА.


19 января 2008
00:00
Поделиться