Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Юрăпа эп пурнăçа юратрăм»

     Раççей журналисчĕсен районти пуçламăш организацие паянхи кун тĕлне 14 «калем ăсти» кĕрет. Вĕсенчен пĕри - районти музей пуçлăхĕ В.Цыфаркин. Иртнĕ çулăн юлашки кунĕсенче вăл чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă В.Урташ поэтăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан «Юрăпа эп пурнăçа юратрăм» кĕнеке кăларчĕ.
     Тăхăр ял - Тутар республикинчи чăвашсен пĕчĕк çĕр-шывĕ. Ку тăрăхран паллă çынсем сахал мар тухнă, вĕсенчен пĕри - Валентин Андреевич Яковлев (Урташ). Сăмах май Василий Егорович Цыфаркин та çак енченех, çавăнпа та паллă поэт çинчен унран лайăхрах, тĕплĕнрех никамах та çырса параймастчĕ те пулĕ. Халĕ вулакансемшĕн пĕр ыйту çуралĕ - мĕнле çыхăну пур-ха Вăрмар Енĕпе Тутарстан чăвашĕсем хушшинче; Хуравĕ ансат: Валентин Андреевич хăй вăхăтĕнче пирĕн районта пĕрре кăна пулман, аслă ăрури ентешсем ăна паян кун та ас тăваççĕ. А.Сергеев паллă композитор Вăрмарти вăтам шкулта ĕçленĕ май, час-часах кунта килсе çÿренĕ, шкул директорĕпе Е.Сергеевпа туслă пулнă. Çакăнтах пулĕ В.Урташ сăввисемпе А.Сергеев кĕвĕленĕ «Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ?», «Шупашкар хĕрĕсем» тата ытти юрăсем çуралнă.
     Валентин Андреевич 49 çула та çитеймен, 1973 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнче унăн харсăр чĕри тапма чарăннă. Апла пулин те, Урташ ячĕ пурăнать. Асăннă кĕнекере автор поэт-юрăç пурнăçĕпе пултарулăхĕ яр уççăн палăрать.
 
В. ТОЛМАТОВ.


19 января 2008
00:00
Поделиться