Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ çултан - çĕнĕлле

   «Арабоси» агрофирма» тулли мар яваплă общество районта малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Паянхи куна илсен çак хуçалăхра 2100 сысна, 700 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен 330-шĕ сăвакан ĕне. Çĕнĕ технологисемпе сысна çăвăрлаттарса çитĕнтереççĕ, ĕне сăваççĕ. Вĕсене хĕл каçмалăх выльăх апачĕ те çителĕклĕ. Кĕскен каласан, ку хуçалăхра курмалли, ыррине вĕренмелли питĕ нумай.
    Çакна шута илсех пулĕ район пуçлăхĕ В.Кириллов, унăн çумĕсем, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата райадминистраци çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси ку хутĕнче Арапуç ял тăрăхĕнче пулса канашлу ирттерчĕç. Чи малтанах вĕсем сысна тата ĕне фермисенче пулса Арапуçсем хальхи технологипе еплерех вăй хунипе паллашрĕç. Хуçалăхри пушар хуралĕнче, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче, çул çитмен ачасен реабилитаци центрĕнче, Çветуй Николай ячĕллĕ чиркÿре пулчĕç. Мĕн курса çÿренине тата кун йĕркинчи ытти ыйтусене ялти Культура çуртĕнче сÿтсе яврĕç. 2007 çулта районта çул çитмен хăш-пĕр ачасем право йĕркине пăсса преступлени туни çинчен тата районта пушар хуралĕ еплерех пулса пыни пирки чарăнса тăчĕç.
    Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров «Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» кăларнă Указне пурнăçа кĕртсе пымалли çинчен уйрăммăн палăртрĕç.
     Кун йĕркинчи ытти çивĕч ыйтусене пăхса тухса тивĕçлĕ решени йышăнчĕç. Район пуçлăхĕ В.Кириллов канашлăва пĕтĕмлетрĕ.
 
А. НИКОЛАЕВА.


23 января 2008
00:00
Поделиться