Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçчен халăхшăн тăрăшаççĕ

  Юлашки çулсенче патшалăх енчен хресченсене тивĕçлипе хаклама пуçлани куç умĕнче. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ вăй илсе пырать. Чи кирли вара, пире çĕр ĕçченĕсене, курăмлă пулăшса пыни тесе калас килет. Ялта пурăнакан тата хушма хуçалăх тытакан çынсем çăмăллăхлă кредитсем илме пуçларĕç. Пысăк укçа-тенкĕ халиччен пирĕн хушăра сисĕннĕ кăмăлсăрлăха ирттерме май пачĕ.Çĕр ĕçĕ çăмăл маррине унта хăй вăй хурса курнă çын ăнланатех. Тупăшне курма тытăниччен тăкакне тÿссе ирттермелле. Тăкакне вара укçа-тенкĕсĕр саплаштарма çукрах. Ăçта каян, мĕн тăван? Паллă. Тÿрех - «Россельхозбанкăн» районти офисне çул тытатăн. Кунта çĕр çинче ĕçлесе пурăнакансене ăнланакан çынсем вăй хураççĕ. Кирлĕ хутсене пуçтарма пулăшаççĕ, ырă канашсем параççĕ.Клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтерес тесе ырми-канми тăрăшаççĕ, ĕç вăхăчĕн режимĕ те çук тейĕн вĕсенне. Пысăках мар коллектива А.Максимова управляющи йĕркелесе ертсе пырать. Малтанхи вăхăтра кредит илес пулсан Шупашкара каймалла пулнă, халĕ вара - хамăр районтах. Çакă халăхшăн тăрăшни мар-и-ха? Пирĕн ял район центрĕнчен аякра вырнаçнă, вăштăр-ваштăрах ялтан тухса кĕме те çукрах. Çĕр çинче ĕçлесе, выльăх-чĕрлĕх усраса тăранса пурăнатпăр. Мăйракаллă шултра выльăхсен шутне ÿстерес тесен вĕсене хупса усрамалли витесене те реконструкцилемелле. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесех «Россельхозбанкăн» районти офисĕнчен çăмăллăхлă кредит илтĕм. Унта ĕçлекенсем манăн вăхăтлăх йывăрлăхсене ăнланса пулăшу кÿчĕç.
 
Н.ТИМОФЕЕВ.


23 января 2008
00:00
Поделиться