Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Грант илме ĕçлемесĕр пулмасть

     Пирĕн хаçата вулакансем иртнĕ çул Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул РФ Президенчĕн Грантне - 1 миллион тенке илме тивĕçнине пĕлеççĕ.
        Унăн «çимĕçне» шкулта вĕренекен ачасем кăна мар, ашшĕ-амăшĕсем те туйрĕç пулĕ - çакăн хыççăн шкулăн пурлăхпа техника бази (хальччен те начар пулман) тата çÿллĕ шая çĕкленсе пыра пуçларĕ.
        Грант çÿлтен персе анман, ăна илме дирекци, кашни учитель хăйсен тăрăшуллă ĕçĕпе тивĕçнĕ. Вăхăт ыйтнă пек çĕнĕлле ĕçлесси кунта тахçанах тĕп вырăнта. Шкул коллективĕ пурнăç таппинчен пĕрре те юлса пымасть, хăш-пĕр енĕпе, тен, малта та пырать. Акă чылай çын çуллахи отпускра пулнă вăхăтра çак шкул никĕсĕ çинче «Шкул конструкторĕсен сайчĕ», инноваци тĕлĕшĕнчен уйрăмах палăрса тăракан шкул ĕçне йĕркелесе ертсе пырас енĕпе ирттернĕ семинарсем асра юлнă. Туса ирттерекен пур ĕçе те асăнса та пĕтереймĕн. Маларах «Шкул вăл - вĕрентекен», - тесе каланă пулсан, халĕ «Шкул - вăл ача» лозунгпа унта ĕçлеççĕ. Ĕçлемесĕр вара, вырăссен каларăшне çавăрттарса каласан, пулла та пĕверен туртса кăлараймăн.
 
В. ТОЛМАТОВ.


23 января 2008
00:00
Поделиться