Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăк тимуровецсем

     Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров кăçалхи çула «Ырă ĕçсен çулталăкĕ» тесе палăртрĕ. Ку ырă пулăма çитĕнсе çитнисем тата шкулта вĕренекенсем те хапăл кĕтсе илчĕç тесен те йăнăш пулмасть пулĕ. Юлашки вăхăтра кашни кун тенĕ пекех юр çăвать, картиш тулли тултарать. Ку вăл ватăсене юра урама туртса кăларма пысăк чăрмав кăларса тăратать. Çавна шута илсе Мăнçырмари вăтам шкулти Людмила Ивановна Прокопьева ертсе пынипе «Шăнкăрав» ушкăн манăн кÿршĕ вăрçăпа ĕç ветеранĕ, 88 çулхи Григорий Николаевич Николаев патне юр тăкма килчĕç. Ай, маттур çамрăк тимуровецсем, чупса çÿресе юра кĕске вăхăт хушшинче урама тăкса пĕтерчĕç. Пултаруллă вĕренекенсене палăртса хăварма та вырăнлă. Акă вĕсем: Д.Александров, Н.Александрова, А.Гурьева, Д.Белов, А.Казаков, С.Матвеева, Е.Шовырина, О.Кудрявцева. Калас пулать Людмила Ивановна 1975 çултанпа Г.Николаевăн мăшăрĕпе Наталия Петровнапа пĕрле шкулта ĕçленĕ. Юра тăкса пĕтерсен Григорий Николаевич çамрăк тимуровецсене тав турĕ, вĕренÿре çитĕнÿсем тума сунчĕ, Людмила Ивановна тимуровецсен ашшĕ-амăшĕсене те тав сăмахĕ калама ыйтрĕ, конфет-печенипе хăналарĕ.
 
Г. ПЕТРОВ.


06 февраля 2008
00:00
Поделиться