Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕнче илемĕ – ачасенче

     «Çемье кăна - чи малтан çемье - ăс-хакăл енчен сывă тата пиçсе çитнĕ çынна воспитани парас енĕпе тумалли ĕçе хăй çине илмелле», - тесе палăртнă ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Акă, Шăплат ялĕнче пурăнакан Наташăпа Валерий Васильевсем Машăпа Виктория йĕкĕрĕшсем çитĕнтереççĕ. « Ача çулне», «Çемье çулне» халалласа Шăплатри библиотекăра «Тĕнче илемĕ - ачасенче» ятлă уяв иртнĕ. Библиотека çумĕнчи «Çамрăк театралсем» ятлă клуб членĕсем «Ача килет çĕр çине» музыкăпа-литература композицийĕпе савăнтарчĕç. Юлашкинчен ялти пуçламăш шкулти С.Александрова вĕрентекен çĕнĕ ĕмĕрĕн хастар çыннисене çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, çĕр-шыва юрăхлă граждансем пулма сунчĕ.
 
С. АЛЕКСАНДРОВА.


06 февраля 2008
00:00
Поделиться