Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хаксем пĕр шаях юлĕç

     «Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ» стратегийĕнче Чăваш Республики халăхĕн пурнăç шайĕпе пахалăхне çĕклесси, Чăваш Енре инновацие йышăнма пултаракан тата кал-кал вăй илсе пыракан экономика туса хурасси тĕп тĕллев тесе палăртнă. Халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ «Социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсен ÿсĕмне тытса чарасси çинчен» ятарлă йышăну тунă. Çавна май Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсене социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç таварĕсен хакне йĕркелеме хушнă, сутлăхри хушма хака çав йышăнура кăтартнă виçере тытма сĕннĕ. Ку тĕлĕшпе райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕ районти предприятисен пуçлăхĕсемпе, уйрăм çын предпринимательсемпе ирттернĕ канашлусенче, вак предпринимательлĕх кунĕсенче çак йышăнăва çирĕп пурнăçласа пымаллине палăртнă. 2007 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнче иртнĕ вак предпринимательлĕх кунĕнче те Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министерствин специалисчĕсем вырăнти предприятисенче вăй хуракан пуçлăхсене, вак предпринимательлĕхе аталантаракансене социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕн 266" «Социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсен ÿсĕмне тытса чарасси çинчен» йышăнăва пăхăнса пурнăçламаллине каланă. Хальхи вăхăтра райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене йĕркелесе тăрассипе ĕçлет. Кăçалхи январь уйăхĕнче вĕсен хакĕ пĕр шайра тăнă. Суту-илÿ предприятийĕсенче ку е вăл таварăн хакĕ çумне палăртнă хушма хака тĕрĕс йĕркелесе пырассипе тĕрĕслÿсем ирттеретпĕр.
 
Н. КРАСНОВА.


09 февраля 2008
00:00
Поделиться