Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«РАÇÇЕЙ ЙĔЛТĔР ЙĔРĔ-2008» ЙЫХРАВЛАТЬ

      Кăçалхи февралĕн 10-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççей йĕлтĕр çине тăрĕ. Унта хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Тĕслĕхрен, 2007 çулта çĕр-шывĕпе 600 пине яхăн çын тупăшнă. Специалистсем палăртнă тăрăх кăçал Раççейпе пĕтĕмĕшле 800 пин ытла йĕлтĕрçĕ хутшăнмалла.
     Пирĕн районтан спорт уявне 150 çынна яхăн хутшăнмалла. Район пуçлăхĕ В.Кириллов Пĕтĕм Раççейри йĕлтĕрçĕсен «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2008» чупăва хутшăнма шкулсен автобусĕсемпе кайма хушу кăларнă. Тĕрлĕ çулсенчи йĕлтĕрçĕсем валли 3, 5, 10 километрлă дистанци хатĕрлеççĕ. Чупу тĕп хуламăрти «Шупашкара: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче иртет.
 
А. КРАСНОВ.


09 февраля 2008
00:00
Поделиться