Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăх ыйтăвне тивĕçтерессишĕн

    Пурнăç малалла хăвăрттăн аталанать. Халăх ыйтăвне тивĕçтересси те çĕнĕлле, çĕнĕ технологисемпе пулса пырать. Акă, банк карттисем ĕçе кĕчĕç, перекет банкĕнче халĕ икĕ терминал (укçа илмелли аппарат) халăх ыйтăвне тивĕçтерет, унпа çыхăнса банк картти пур çынсем ĕç укçи тата счетра пур ытти укçа-тенкĕне илме пултарать. Çак меслетпех автозаправкăра автомашинăсене бензин яма пулать, кунсăр пуçне пирĕн перекет банкĕ районти пĕр предпринимательпе килĕшÿ туса кĕçех банк карттипе вĕсем патĕнчен клиентсем таварсем туянĕç. Банк карточкисем ĕçлеме тытăннăранпа 250 карточка панă. Хальхи вăхăтра пирĕн районта 8 предприятипе организаци хăйсен ĕçченĕсене ĕç укçине банк карточкипе тÿлет. Банк карттисем тĕрлĕрен - MasterCard, Visa, Visa Gold, Visa Glassis, Maestro тата ытти те. Хăвăрăн пароле вăрттăнлăхра тытăр. Кĕçех банкомат ĕçлеме тытăнĕ, ăна районти перекет банкне илсе килнĕ, вырнаçтарса лартмалли кăна юлнă. Банкоматпа тĕрлĕрен операцисене пурнăçлама пулать. Тĕслĕхрен: тÿрех укçа илме, укçа счетра мĕн чухлĕ юлни, пырса кĕни, карас (сотовăй) телефонпа усă курнăшăн тата ытти пулăшусемшĕн тÿлеме пулать. Çавăн пекех счетри укçа-тенкĕне пĕр картта çинчен тепĕр картта çине те куçарма пулать. Малашне банкоматпах кредитсемшĕн тÿлессине те йĕркелесшĕн. Ку вара пирĕн клиентсен хаклă вăхăтне нумай перекетлеме май парĕ. Банкомат талăкĕпех ĕçлĕ.
     Валютăсемпе те ĕçлетпĕр. Вĕсене туянатпăр, сутатпăр, улăштаратпăр. Пенсионерсем те хăйсен укçисене перекет банкĕ урлă илеççĕ. Кун пеккисем паянхи куна 2050. Халăх пире шанать. Ахальтен мар ĕнтĕ вкладчиксен йышĕ ÿссех пырать. Вĕсем паянхи куна 134, 4 миллион тенкĕ районти перекет банкĕнче упраççĕ. Халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерессишĕн ĕçлетпĕр. Апла пулсан унăн савăнăçĕ те, хуйхи те пирĕншĕн çывăх, укçа-тенкĕ ыйтăвне те тĕрлĕ майпа çăмăллăнах татса пама пулать. Ача ÿссе çитĕнсе вĕренме кайма шухăшлать-и е çамрăк мăшăрсем харпăр хăй тĕллĕн пурăнасшăн, автомобиль туянасшăн - хамăр патăрта хапăл тăватпăр. Халăхăн кирек мĕнле сийне те кредит мелĕпе усă курма май туса паратпăр. Тĕрлĕ кредитсем илме май пурри тата пысăк квалификациллĕ, ăста специалистсен консультацийĕ вара клиентсене хăйсене кирлĕ кредит тĕсне суйласа илме пулăшаççĕ. Кредит портфелĕ çултан-çул пуянлансах пырать. Акă, пĕлтĕр, 2006 çулхипе танлаштарсан, 160 процент ÿснĕ.Çав вăхăтрах уйрăм хушма хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене çăмăллăхлă кредит парассипе те ăнăçлă ĕçленĕ. Вĕсен йышĕ те малтанхи çулхисемпе танлаштарсан чылай ÿснĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, хальхи вăхăтра граждансен 52 пин уйрăм счечĕпе ĕçлетпĕр. Перекет банкĕнчен пысăк процентлă перекет сертификатне илме пулать. Пирĕн банкпа ĕçлени халăхшăн пур енĕпе те усăллă.
    Малашлăх плансем пирĕн татах та пысăк . Ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртесси клиентсемпе пĕр чĕлхе тупса ăнăçлă ĕçлесе пынинчен нумай килет.
 
С.ХАРИТОНОВ.


13 февраля 2008
00:00
Поделиться