Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йĕркене çирĕп пăхăнмалла

    Суйлав умĕнхи тапхăрта агитаци ирттермелли законодательствăна пăсма юраманни çинчен иртнĕ суйлавччен пĕлтернĕччĕ. Кăçалхи мартăн 2-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президентне суйламалли кун. Çапла вара халĕ суйлав умĕнхи агитаци тата референдум ирттермелли тапхăр пырать. Ăна вара саккуна пăхăнса пурнăçламалла. Ку енĕпе право йĕркисене пăсакансене мĕнлерех явап тыттарма пултарасси пирки тата суйлавпа çыхăннă ытти ыйтусем çине районти шалти ĕçсен пайĕн штаб начальникĕ О.НИКИФОРОВ хуравлать.
- Суйлав шăпи ытларах суйлавçăсенчен, вĕсен хастарлăхĕсенчен, ăнлавĕсенчен нумай килет, ăна ирттерме ятарласа агитаци вăхăчĕ уйăрса параççĕ. Ăна вара саккуна пăхăнса, право йĕркисене пăсмасăр ирттерсе яма тăрăшмалла. Агитацие саккуна пăсса ирĕк паман вырăнта ирттернĕшĕн административлă штраф хураççĕ. Тĕслĕхрен: уйрăм çынсене 10–15, должноçри çынсене 20–30, юридици сăпатĕнче тăракансене 200–300 чи пĕчĕк ĕç укçин калăпăшĕ чухлĕ. Суйлав умĕнхи кун е суйлав кунĕ пачах та агитаци тума юрамасть. Агитаци хучĕсене ятарласа палăртнă е ирĕк илнĕ вырăнсенче кăна çакма юрать. Патшалăх влаçĕнче тата хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен, патшалăх тата суйлавлă муниципаллă вырăнсенче вăй хуракансен, çар учрежденийĕсемпе организацийĕсен, ыркăмăллăх тата тĕн организацийĕсен, суйлав комиссийĕсемпе унăн членĕсен, ют çĕр-шыв çыннисен тата гражданство çуккисен, ют çĕр-шыв организацийĕсен, халăхсен хушшинчи обществăлла юхăмсен, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсен суйлав умĕн агитаци тума юрамасть. Агитаци тĕллевĕпе пичетленĕ хутсем (листовка, буклет, календарь, брошюра, плакат) çинчи информаци федераллă саккунпа килĕшÿллĕн пулмалла: тираж, хăш числора пичетлени, организаци ячĕ, уйрăм çын пичетленĕ пулсан унăн ячĕпе хушамачĕ, ашшĕ ячĕ. Агитаци хучĕсене пичетлесе хатĕрлекенĕн адресне те çырмалла. Палăртнă тĕслĕхсем пулмасан административлă штраф хураççĕ. Агитаци хучĕсене ятарласа çурса тăкакансене те 5–10 чи пĕчĕк ĕç укçин калăпăшĕ чухлĕ административлă майпа штрафлаççĕ.
Суйлавçăсене, референдума хутшăнакансене кандидатсем хăйсем майлă çавăрас тĕллевпе укçа е ытти япаласем парса илĕртеççĕ пулсан е парнесем парсан право йĕркисене пăсниех пулать. Вĕсене Раççей Федерацийĕн уголовнăй кодексăн 141 статйин 2 пайĕн «а» пункчĕпе айăплаççĕ.
Суйлав ăнăçлă та хирĕçÿсĕр ирттĕр тесен пурин те саккуна çирĕп пăхăнмалла.
 
А. НИКОЛАЕВА.


13 февраля 2008
00:00
Поделиться