Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

УЧАСТОК КОМИССИЙĔСЕМ ЙĔРКЕЛЕННĔ

    Чăваш Ен территори суйлав участокĕсем Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ валли участок комиссийĕсене йĕркелес ĕçе вĕçленĕ. Пĕтĕмпе 1170 комисси ĕçлĕ, çак шутран 254-шĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне ирттерĕ.
      Участок комиссийĕсенче 8601 çын ĕçлĕ. Вĕсенчен 3503-шне политика партийĕсем сĕннипе çирĕплетнĕ, 31- ытти общество пĕрлешĕвĕсем, 4396 - суйлавçăсен пухăвĕсем, 671-шне муниципалитет пĕрлешĕвĕсен органĕсем тăратнă.


13 февраля 2008
00:00
Поделиться