Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Юр» операци

   Кавалти вăтам шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2008-мĕш çула «Ырă ĕçсен çулталăкĕ» тесе палăртнине хапăл туса йышăнчĕç. Çак тĕллеве пурнăçлассине те вăраха ямарĕç. Ырă ĕçсен марафонĕ «Юр» операципе пуçланчĕ. Шкул директорĕн çумĕсем Т.Ашмарина тата Э.Бормисова пуçарнипе пуçланчĕ çак ырă ĕçсен çулталăкĕ Кавал шкулĕнче.
    Тимур командисем çĕнĕ вăйпа пуçларĕç ырă ĕçсем тума. Ĕлĕк те аван ĕçленĕ пирĕн тимуровецсем, анчах хальхи пăтрашуллă саманара вĕсен ĕçĕ уйрăмах кирлĕ. Ялсем ватăлса пыраççĕ, нумай килсенче ватăсем анчах тăрса юлнă. Вĕсене, уйрăмах хĕлле, пулăшу кирлĕ.
    Çак кунсенче 4-мĕш класс ачисем класс ертÿçи С.Федорова тата отряд командирĕ Н.Таратин ертсе пынипе Е.Кузнецовăна пулăшрĕç. Екатерина Никифорова каланă тăрăх, вăл ун чухне килте пулман. Таврăнать те киле, хапхана уçса ярсан тĕлĕнсех каять: кил карти тулли юр выртнă, халĕ тап таса - пĕр юр та çук! Урама тухса выртнă, «хăй тĕллĕнех»! Питĕ савăннă вара хăй, чĕререн тав турĕ ачасене, вĕрентекенсене хăйсене пулăшнăшăн. 5-мĕш класс ачисем (ертÿçи В.Алексеева, отряд командирĕсем - А.Горшковпа, А.Терентьев), К.Исаевапа Н.Семенова ватăсене тĕрлĕ ĕç туса пачĕç.
    6-мĕш класс ачисем (ертÿçи Л.Табакова, отряд командирĕсем С.Адюковпа А.Мучукова) М.Мясникована юр тасатса пачĕç. 7-мĕш класс ачисем (класс ертÿçи И.Степанова) А.Аваков, С.Артюков командирсемпе Р.Алистратова, Т.Борцова тата М.Моклакована чунтан пулăшрĕç.
8-мĕш класрисем (ертÿçи Н.Авакова) Д.Семеновпа Д.Артюков ертсе пынипе - Т.Грачева, Л.Кузьмина, А.Владимирова тата А.Иванова - виçĕ киле çитсе М.Степанов вăрçă ветеранне, ялти чи ватă мучие П.Моклакова, В.Туртушова чылай ĕç туса пама ĕлкĕрчĕç.
    10 -11 класс ачисем вара И.Николаева класс ертÿçипе шкул автобусĕ валли çул уçма пултарчĕç.
Шкулта ырă ĕçсен планне туса çирĕплетнĕ, курăнмалла çĕре хитрен çырса çапнă. Эппин, малашне те ырă ĕçсем туса савăнтарĕç тимуровецсем ялсенчи ватăсене.
    Вĕсем питĕ кăмăллă, хăйсене ватлăхра пулăшнăшăн, манса кайманшăн ачасене тав тăваççĕ .
 
В. ТУРТУШОВ.


13 февраля 2008
00:00
Поделиться