Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Инкек куçа курăнмасăрах килет

     Кăçалхи хĕллехи кунсем юртан пуян пулчĕç. Кунĕ-кунĕпе тăман вĕçтернипе çулсемпе çырмасенче юр хĕвсе лартрĕ. Çакă вара ачасемшĕн калама çук хăрушă инкек илсе килме пултарать. Мĕншĕн тесен вĕсем çырмасене çунашкасемпе ярăнма тесе хăйсем тĕллĕн тухса кайма пултараççĕ.
      Урамсенчи çулсене юртан тасатса айккине купаласа хунă юр купинчен те ачасем ярăнма юратаççĕ. Çавна пула çулсем çинче килсе тухакан транспорт та вĕсемшĕн хăрушă пулма пултарать. Вăрмар хула территорийĕнче ачасем аслă çулпах çÿренине час-часах курма пулать. Автомашина хуçисем вĕсем тĕлне çитсен те хăвăртлăха чакарма шутламаççĕ, ман ача мар теççĕ-ши? Ачасем пирĕн пуласлăх тетпĕр пулсан вĕсемшĕн пирĕн яваплă пулмаллах. Инкекрен сыхланма вĕрентсе ашшĕ-амăшĕсен, шкулта вĕрентекенсен ачасемпе калаçусем ирттермелле. Инкеке лексен пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентмелле. Ачасем çырмасене ярăнма каяс терĕç пулсан ашшĕ-амăшĕсен вĕсемпе пĕрле кайса хăрушлăх çуккине тĕрĕслесен питех те аван пулмалла. Мĕншĕн тесен хытса ĕлкĕреймен юр ишĕлсе аннипе ачасем инкек авăрне çакланма пултараççĕ. Кун пек тĕслĕхсем аякрах мар, хамăр республикăпа юнашар Тутар Республикинче пулса иртнĕ. Аякри хамăр ума ан çиттĕр тесен пурин те асăрхануллă пулмалла. Инкек куçа курăнса килмест.
 
В. АНАНЬЕВА.


16 февраля 2008
00:00
Поделиться