Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

    Райадминистрацинче иртнĕ район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвне депутатсем, район пуçлăхĕ В.Кириллов, район пуçлăхĕн заместителĕсем, райадминистрацин пайĕсемпе секторĕсен начальникĕсем, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Ларăва район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Г.Тимофеев уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.
         Халăх суйлавçисем ку хутĕнче тĕрлĕрен ыйтусене пăхса тухрĕç. «2008-2011 çулсенче район территорийĕнчи кивĕ тата пурăнма хăрушă çуртсенчен граждансене урăх вырăна куçарасси» тата «2006-2010 çулсенче районта пурăнакан çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса парас енĕпе пулăшу парасси» ятарлă Программăсене пăхса тухрĕç, хăш-пĕр çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем çинче чарăнса тăчĕç. Ку ыйтусемпе райадминистрацин обществăлла инфраструктурăна аталантарас тата строительство пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ - тĕп архитекторĕ Н.Иванова паллаштарчĕ.
       Район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместительне Ю.Соколова районти демографи лару-тăрăвĕ кăсăклантарчĕ. Район территорийĕнче пурăнакан халăхăн кун-çулĕ тата сывлăхĕ пирки каларĕ. «2008-2010 çулсенче районти демографи аталанăвĕ» ятарлă программăна çирĕплетрĕç.
       2007 тата 2008 çулсенчи район бюджетне улшăнусемпе хушусем кĕртесси çинчен райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев тухса каларĕ. 2008 çулта районăн муниципаллă пурлăхне приватизацилессин планĕпе тата муниципаллă харпăрлăхĕн пурлăхĕпе, çĕрĕпе усă курнăшăн аренда укçи тÿлемеллин йĕркипе тата ытти ыйтусемпе райадминистрацин ял хуçалăх, экологи тата çĕрпе пурлăх пайне кĕрекен çĕрпе пурлăх сектор заведующийĕ И.Андреева паллаштарчĕ.
      Пухура çавăн пекех ытти тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухса тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.
       Юлашкинчен район пуçлăхĕ пухăва пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ, малашне пурте пĕрле тăрăшса ĕçлемеллине палăртрĕ.
 
А. НИКОЛАЕВА.


16 февраля 2008
00:00
Поделиться