Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

УЙĂХЛĂХА ХУТШĂНСА

      Обороннăллă-массăллă тата спорт уйăхлăхĕнче Кĕлкеш шкулĕнче ирттернĕ тĕл пулура волейболла выляссипе виçĕ шкул ачисем тупăшрĕç: Вăрмарти пĕрремĕш, Тикаш тата Кĕлкеш шкулĕсем. Кĕлкеш шкулĕн ачисем - А.Мочалов, С.Ямуков (9 кл.), Э.Ванюкова, Ю.Николаев (10 кл.), С.Обручков, А.Александров, С.Иванов (11 кл.) (руководителĕ В.Паденьков) - Вăрмарсене 3:0, Тикашсене 3:1 шутпа выляса илсе çĕнтернĕ.


16 февраля 2008
00:00
Поделиться