Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕр-шыв хуралçисем яланах хисепе тивĕç

     Хĕç-пăшаллă Вăйсем яла нах Тăван çĕр-шыв, патшалăх никама пăхăнманлăхĕн тата пирĕн граждансен хăрушсăрлăхĕн хуралĕнче. Авалтанпах пирĕн çĕр-шывра çар тивĕçĕ уйрăмах хисеплĕ пулнă, халĕ те çавах. Чăваш çĕрĕн хĕрĕсемпе ывăлĕсем хăйсен пурнăçне хĕрхенмесĕр çĕр-шывăмăра хÿтĕленĕ. Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн пынă çапăçусенче пуç хунисене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытатпăр. Паянхи ăру иртнĕ ăру çыннисен мухтавлă та манăçми йăли-йĕркисене малалла тăсать, çар тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Кашни арçын ача пĕчĕклех çар шкулĕнче пулсан кăна чăннипех вăйлă пулма май пуррине пĕлет. Çавăнпа та йывăрлăхра пуçа усма юратман каччăсем шкул саккинченех çар ĕçне хăнăхма тăрăшаççĕ. Çар тумне тăхăннисем халăх умĕнче хисепре. 2007 çулхи кĕрхи призывра салтак ретне тăнă С.Александров, А.Епифанов, А.Илларионов, С.Николаев, А.Риманов, И.Яковлев, Д.Шигильчев тата ыттисем те хăйсен ятне çÿлте тытасса шанатпăр.
    Аслă Отечественнăй вăрçăра, Афганистанра, Çурçĕр Кавказра террористсене хирĕç çапăçса хăйсен паттăрлăхĕсене кăтартнă тĕслĕхсем ăруран-ăрăва куçса пыраççĕ. Çакна Вăрмар тата Куславкка çар комиссариатĕнчен салтака тухса кайнă яшсем хăйсен тĕслĕхĕсемпе çирĕплетсе пачĕç. Г.Александров, Ю.Иванов, Ю.Семенов, М.Демидов, Р.Петров, А.Линга, Б.Мишин, В.Иванов, С.Григорьев, А.Смирнов тата ытти хăюллă салтаксемпе эпир мухтанатпăр. Хĕрÿ çапăçусенче паттăрлăх кăтартса пуçĕсене хунă воинсем умĕнче эпир пуç тайса хурланатпăр, вĕсен ячĕсене ырăпа аса илетпĕр. Малашне мирлĕ пурнăçра кун пек çухатусем пулмасса шанас килет.
    Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен йышĕ ытла та сахаллансах пырать. Çĕр-шывшăн çапăçса алсăр, урасăр тăрса юлнăскерсен сывлăхĕ те кунран-кун начарлансах пырать. Хăшĕсем хальхи вăхăтра вырăнпах выртаççĕ. Пирĕн вара вĕсене ытларах тимлĕх уйăрмалла. Çынна савăнма нумаях та кирлĕ мар. Савăнăçпа хаваслăх çыннăн кун-çулне тăсаççĕ.
   Раççей çарĕпе флочĕн воинĕсемпе саппасри офицерсемпе рядовой салтаксене, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин тата Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ветеранĕсене, халĕ службăра тăракансене Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламласа ырлăх сывлăх сунатăп.
 
М.ПУКЛАКОВ.


22 февраля 2008
00:00
Поделиться