Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕр тăван Ивановсене асăнса – черетлĕ йĕлтĕр ăмăртăвĕ

    Саккăрмĕш çул ĕнтĕ Энĕшпуçĕнче, СССР спорт мастерĕсене - пĕр тăван Ивановсене асăнса йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртет. Çулсерен спорт уявĕн ячĕ - сумĕ çирĕпленсе, çĕкленсе пырать. Уяв районта çÿллĕ шайра ирттернипе палăрса тăрать. Шăпах, çав сăлтава пула асăннă ăмăртăва ял халăхĕ çеç мар, республикăри хуласемпе поселоксенчи, районти ял тăрăхĕсенчи йĕлтĕрçĕсем хутшăнма тăрăшаççĕ.
    Кăçалхи ăмăрту та спортăн çак тĕсне кăмăллакан Шупашкар, Канаш, Çĕрпÿ, Куславкка, Зеленодольск, Вăрмар, Çĕнĕ Кинчер, Чупай, Пысăк Енккасси, Кĕлкеш, Тикаш, Кавал тата ытти хуласемпе поселок, ял тăрăхĕсенчен килнĕ çĕр-çĕр çынна пĕр çĕре йыхравларĕ. Ахаль йĕлтĕрçĕсемпе профессионал-спортсменсем, спорт ветеранĕсем, шкул ачисем Энĕшпуçĕнчи вăтам шкула пуçтарăнчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх спорт уявĕ пĕр тăван Ивановсене сума суса ирттерекен митингпа уçăлчĕ.
     Пухăннисене Вăрмар район пуçлăхĕн çумĕ - район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов саламларĕ.
    - Хисеплĕ спортсменсемпе хăнасем! Энĕшпуç ял тăрăхĕ чăннипе те пултаруллă çынсемпе пуян. Çак ялта Н.Никифоров, В.Дмитриев, В.Федотов, В.Сергеев, С.Николаев, Г.Михайлов, С.Сергеев, С.Васильева (Захарова) тĕнче класлă, СССР тата РФ спорт мастерĕсем-паттăрĕсем ÿссе çитĕннĕ. Паян эсир хамăрăн паллă ентеше, СССР спорт мастерĕсен, пĕр тăван Ивановсен парнисене çĕнсе илессишĕн кĕрешетĕр. Вĕсем çак залра пуçтарăннă çамрăксемшĕн сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, ÿт-пĕве аталантарма тĕслĕх пулса тăраççĕ. Çапла пултăрччĕ те, - терĕ Юрий Васильевич.
   Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин спортсменсене пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçусем сунчĕ. Василий Николаевич каланă тăрăх, Вăрмарсем Шупашкарта ентешлĕхсем хушшинче ирттерекен спорт уявĕсене хастаррăн хутшăнаççĕ, çулсерен малти вырăна тухма хевте çитереççĕ. Акă 2007 çулта Шупашкарта «йăва çавăрнă» ентешсем районсем хушшинче ирттернĕ «Туслăх кубокĕ» уявĕнче çĕнтерсе 1-мĕш вырăна тухнă. Апла пулсан çамрăксен те аслисенчен юлмалла маррине, тĕслĕх илмеллине систерчĕ вăл.
    Унтан сăмах ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министерствин специалисчĕ А.Кириллов илчĕ. Александр Викторович хăнана пуш алăпа килмен иккен. Сăлтавĕ те пур. Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем, физкультура учителĕ Г.Исаев тăрăшнипе, районта тата республикăра иртекен спорт ăмăртăвĕсенче яланах ăнăçлă хутшăнаççĕ, малти вырăнсене тухаççĕ, çавна май Александр Викторович шкул ачисене хавхалантарса йĕлтĕр комплекчĕ парнелерĕ.
     Митинга Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Çĕнĕ Шупашкарти 17 " ятарлă управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ О.Регин подполковник, ЧР пушар службин ветеранĕ Н.Афанасьев подполковник, Г.Ивановăн аслă ывăлĕ, «Шоркистринский» кооператив пуçлăхĕ И.Иванов, райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Ю.Ефимов, Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, вăтам шкул директорĕ П.Егоров тата ытти нумай яваплă ĕçченсем, спорт ветеранĕсем, çывăх тăванĕсем хутшăнчĕç.
    Ăмăртăвăн аслă судйи Н.Изосимов спортсменсене ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ. Унтан вĕсем 8 ушкăна пайланса вăтам шкулăн стадионне пуçтарăнчĕç. Йĕлтĕр йĕрĕ çине малтан чи кĕçĕннисем тухрĕç. Вĕсен хушшинче пĕрремĕш вырăна Н.Ленский (Тикаш), иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене П.Теплова (Чупай), В.Иванов (Энĕшпуç) тухма пултарчĕç.
     5-7 классенче вĕренекенсем хушшинче чи вăйлисем К.Матвеева (Канаш) тата В.Иванов (Чупай) пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна А.Алексеевпа (Энĕшпуç) К.Линга (Чупай) тухрĕç, виççĕмĕшпе - Р.Боредский (Пинер), С.Данилова (Кĕлкеш) çырлахрĕç.
    8-9 классенчен пĕрремĕшсем - А.Никандрова (Шупашкар), А.Ивченко (Канаш), иккĕмĕш - А.Кириллова (Чупай), Д.Иванов (Тикаш), виççĕмĕшсем - В.Герлова (Энĕшпуç), О.Семенов (Канаш).
   10-11 классенче вĕренекен яшсемпе хĕрсем хушшинче ăмăрту уйрăмах çивĕч иртрĕ. 5 км дистанцие С.Моисеев (Канаш) малтан вĕçлерĕ. Ун хыççăн финиша А.Иванов (Энĕшпуç) çитрĕ. Кивĕ Вăрмарти А.Борисов виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Хĕрсенчен пĕрремĕш - Л.Алеева (Канаш), иккĕмĕш - Л.Никифорова (Чупай), виççĕмĕш - К.Арманова (Çĕнĕ Кинчер) чупса вĕçлерĕç.
    Спорт уявне курма пыракансем те йышлăн пухăннă, пĕтĕм чун-кăмăлтан ăмăртакансене хавхалантарса тăчĕç.
    Предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсем те активлă хутшăнчĕç ăмăртăва. 20-60 çулхи ушкăнсене кĕрекен йĕлтĕрçĕсем 3 тата 5 километрлă дистанцисенче хăйсен вăйĕсене тĕрĕслерĕç. Арçынсенчен - С.Федоровпа Ф.Пушкин тата В.Сидоров (Шупашкар) - пĕрремĕшсем пулчĕç, иккĕмĕш вырăнсене П.Арманов (Çĕнĕ Кинчер), Н.Павловпа В.Лирзай (Вăрмар) тухрĕç, виççĕмĕшсем А.Егоров (Энĕшпуç), С.Архипов (Вăрмар) çитрĕç. Хĕрарăмсенчен - А.Иванова, А.Федорова, С.Иванова (Энĕшпуç), И.Сергеева, М.Николаева (Канаш), Э.Николаева (Урнар), О.Васильева, С.Орлова (Тĕрлемес), Т.Ашмарина (Кавал), З.Матвеева (Вăрмар) малтисен ретне кĕме вăй-хал çитерчĕç.
    60 çултан иртнĕ арçынсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Шупашкарти Ф.Трофимов тухма пултарчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Вăрмарти Н.Михайловпа Кивĕ Вăрмарти К.Иванов хăйсен хушшинче пайларĕç.
Ăмăртăва пĕтĕмлетсе мала тухнă пур призерсене те хаклă парнесем пачĕç, грамотăсемпе наградăларĕç, медальсем парса чыс турĕç. Çавна май, çак уява хатĕрлекенсем те, спортсменсене хавхалантарма нумай-нумай парнепе тивĕçтернĕ спонсорсем те, ăмăртăвăн йĕркелÿ комитечĕ те тав сăмахне тивĕç.
 
П. АЛЕКСЕЕВ.


22 февраля 2008
00:00
Поделиться