Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурăнсассăн 85 çулта пулатчĕ

     Районти пĕртен-пĕр Совет Союзĕн Геройĕ, летчик-штурмовик А.Казаков февралĕн 20-мĕшĕнче 85 çул тултарнă пулĕччĕ. Анчах 1923-мĕш çулта çуралнăскер пирĕнтен 1986 çулта уйрăлса кайрĕ. Виçĕ Хĕрлĕ Ялав, Александр Невский, Хĕрлĕ Çăлтăр (2 хут), Ленин орденĕ тата Герой çăлтăрне илме тивĕç пулнă паттăр чĕри чултан пулман пуль çав.
      «Астăвăм» («Память») кĕнекере çырнă пĕр саманта çеç илсе парас килет:
      «А.С.Казаков звено командирĕ Умань тăрăхĕнче разведка ирттернĕ вăхăтра тăшманăн танкĕсемпе машинисенчен тăракан пысăк колоннине курнă. Вĕсем гитлеровецсен Корсунь-Шевченковск патĕнче ункăна лекнĕ ушкăнне пулăшма пынă. Тăшмансене атакăласа А.С.Казаков хăйĕн звенипе 2 танк, 5 автомашина, 25 салтак пĕтернĕ».
       Малалла асăнни кирлĕ те мар пулĕ. Чыс та мухтав паттăра.
 
В. ТОЛМАТОВ.


22 февраля 2008
00:00
Поделиться