Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ предприяти уçăлчĕ

    Юлашки çулсенче пирĕн районта промышленность производствин хăвачĕ ÿссе пыни куç кĕрет. Хальхи вăхăтра районта пĕчĕк предприятисем - 95, пĕчĕк бизнесра вăй хуракансем - 1787 çын, çав шутран уйрăм çын предпринимательсем 640 çын. Районта промышленность предприятийĕсем уçассипе район администрацийĕ тĕллевлĕ ĕçлет. Республика кунĕ умĕн пирĕн районта тепĕр çĕнĕ предприяти - «АВАН - ПОЛИМЕР» уçăлни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
    Ăна йĕркелесе хута яракансем - Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ пĕр тăван Сергейпе Владимир Павловсем. Вĕсем йĕркеленĕ предприятие курма ашшĕпе амăшĕ те килнĕ. Çакăн пек патвар та пултаруллă, ăслă-тăнлă ачасем çитĕнтернĕшĕн ашшĕпе амăшĕ чăннипех те мухтава тивĕçлĕ. Вĕсемпе пĕрлех Сергейпе Владимир Павловсен çитĕнĕвĕсемпе Чупайсем те, район çыннисем те мăнаçланаççĕ.
    Ку предприятие уçнă çĕрте Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министрĕн заместителĕ А.Быченков, район пуçлăхĕ В.Кириллов, С.Павлов инвестор, «Евротеплосеть» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ А.Кузнецов, «АВАН – ПОЛИМЕР» тулли мар яваплă обществăн директорĕ О.Ильин, райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Н.Краснова тата ытти яваплă çынсем хутшăннă, сăмах каланă. Предприяти уçăлнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кириллов, предприяти директорĕ О.Ильин хĕрлĕ хăйăва каснă.
    Хальхи вăхăтра кунта вĕр çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. 2 лини хута ярса пахча çимĕç сапма шлангсем кăлараççĕ. 33 çын валли ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Çитес вăхăтра вĕсен шутне 50 çитерме палăртаççĕ. Çулталăкра 100 миллион тенкĕлĕх продукци кăларас тĕллев лартнă. Кунта тăрăшса вăй хуракансен уйăхри вăтам ĕç укçи 7 пин тенке яхăн.
    Ку предприятин малашлăх тĕллевĕсем пысăк. Хальхи вăхăтра ĕç процесне 3 сменăпа йĕркеленĕ. Рабочисене тăрăшса вăй хумашкăн пур условисем те пур. Пĕтĕм ĕç процесне механизациленĕ. Апла пулсан ку предприяти тупăшлă аталанса, район экономикине тĕреклетсе пырасса шанас килет.
 
З. ЕЛАКОВА.



27 февраля 2008
00:00
Поделиться