Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Эрех нуши кашни килтех

    Пурнăç урапи хăйне май шав малалла кăлтăртатать. Лайăхпа та, усалпа та ĕмĕр иртет. Чылай чăваш хĕр арăмĕн вара тахçан ĕлĕк авал шухăшласа кăларнă йÿçĕ шĕвек - эрех - нушипе нушаланса иртет. Пирĕн тăрăхра чăннипех те çак шĕвеке килĕштерекен арçынсем нумай. Ялсенче урамăн-урамăн шутласан та эрех ĕçмен арçынсене пÿрне хутлатса шутласа кăларма пулать. Шкул вĕренсе пĕтернинчен пуçласа кăвак сухалланма пуçлани таранчченех. Çăл умне шыв ăсма тухатăн-и, ирхине кĕтÿ хăвалама е каçхине кĕтÿ кĕтме тухатăн-и - пур çĕрте те хĕр арăм хÿхлевĕ темелле. Кам ывăл ачи чип-чиперех эрехе ярăннипе тарăхать, тепри упăшки пĕр çутă кун курмасăр эрех серепине лекни çинчен калать. Виççĕмĕшне ялта вăрттăн эрех сутакансем канăç памаççĕ. Пĕр канăç та çук ку эрехрен. Ир тăрсан та, каç выртсан та шухăшлать чăваш хĕр арăмĕ çак эрех серепинчен юратнă çыннисене хăтарма. Анчах та ăна илтекен çук. Мĕн тĕрлĕ ăслă çынсем кĕрсе ÿкеççĕ те эрехĕн тĕпсĕр авăрне ниепле те тухаймаççĕ. Акă пĕр хĕр арăмпа калаçатăп. «Район центрне ĕçе çÿретĕп, упăшка килте юлать. Кашни ирхинех пĕр пачка пирус илме укçа парса хăвар-ха тет. Ырантан эрех ĕçме те, пирус туртма та пăрахатăп тет. Вăт çапла, пиллĕк çул иртсе кайрĕ. Икĕ ачана темле ура çине тăратмалла, пĕлместĕп. Хăçан вĕçĕ пулать ку эрехĕн?». Автобус чарăнакан вырăнта тахçан хĕр тантăш пулнăскерсем тĕл пулнă та пĕр-пĕрин пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ: «Ман упăшка малтанхи вăхăтра эрехе пĕлкелесе ĕçетчĕ, халĕ вара ĕçе каймалли те уншăн нимĕн те мар. Тăп-тăр кăнтăрлах ÿсĕр çÿреме пултарать, вăтанмалли пĕтрĕ. Ачасем ан ĕç-ха атте, тени те ниме те пĕлтермест», - тет. Теприн вара савнă çынни пачах урăхла иккен «Эрехпе пĕрле ăсĕпе тăнне пĕтĕмпех ĕçсе ячĕ пулмалла. Ман çумри юпана та ют арçын пек курать. Тĕл пулакан пĕр çынпа та калаçма çук, тÿрех кĕвĕçме пуçлать. Пĕр ырă кун та çук мана валли, текех чăтса пулмасть, уйрăлса уйрăм пурăнма тиветех пулĕ». Кун пек калаçăва питех те нумай илсе кăтартма пулать.
    Эрехе пула мĕн чухлĕ ача тăлăха юлать. Акă ăçтан пуçланать вăл ăнăçсăр ачасен шăпи. Мĕн курса ÿсетĕн çавăн пек пулатăн тени мĕншĕн чăна килет-ши! Эрехе пулах çын çынлăха çухатса сысна евĕрлĕ пулса пырать-ши? Пурнăçа хăй еккипе ярсан малашлăх еплерех пулĕ-ши?
 
А. АНТОНОВА.


27 февраля 2008
00:00
Поделиться