Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр», -

тесе Çыру янă Патшалăх Канашне ЧР Президенчĕ Н.Федоров.Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп теми те çаках пулчĕ.Пирĕн районти халăхпа тĕл пулма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Васильев, ЧР Президент Администрацийĕн право енĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ, ЧР суд департаменчĕн управленийĕн начальникĕ В.Петров, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ А.Белов, ЧР Федераллă службăн Патшалăх статистикин территори органĕсен пайĕн начальникĕ Е.Петрова, район пуçлăхĕ В.Кириллов, заместителĕ Л.Петров, райадминистрацин пайĕсен начальникĕсем Н.Павлов, А.Тихонов хутшăннă. Вĕсем тăватă ушкăна пайланса Кĕлкеш, Мăнçырма, Вăрмар хула тăрăхĕсенче, районти почтамтра, Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта пулчĕç.
 
ВĂРМАР поселокĕ. Район пуçлăхĕ В.Кириллов ертсе пыракан ушкăн чи малтанах «РГС-Поволжье» тулли мар яваплă обществăн пирĕн районти филиалĕн коллективĕпе тĕл пулса калаçрĕ, унтан районти почтамтра ĕçлекенсем патĕнче пулчĕç, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта районти ашшĕ-амăшĕсен пухăвне çитсе курчĕç, тухса калаçрĕç.
ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Васильев Чăваш Президенчĕн Н.Федоровăн уçă Çырăвĕн тĕп шухăшĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Ку Çырура ял халăхĕшĕн усăлли нумаййине палăртрĕ. Çавăн пекех халăх сывлăхĕшĕн тăрăшса республикăра спорт комплексĕсем ÿсе-ÿсе ларни çинчен каларĕ. Кĕçех кун пек спорт комплексĕ пирĕн районта та пулĕ. Республикăра наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн лайăх ĕçлесе пынин результачĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Район пуçлăхĕ В.Кириллов районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе паллаштарчĕ, малашлăхсем пирки каларĕ. Тĕл пулура çывхарса килекен РФ Президенчĕн суйлавне тĕплĕн хатĕрленсе ăнăçлă ирттерсе ярасси пирки те сăмах пычĕ.
 
КИВĔ ВĂРМАР. Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашĕнче çулленхи Çырупа тухса калаçнă. Унта вăл республикăн пĕлтĕрхи кăтартăвĕсене тĕплĕн тишкерсе хак панă, умра тăракан тĕллевсемпе паллаштарнă, тĕрлĕрен татса паман ыйтусене палăртнă. Патшалăх Канашне янă Çырăва хальхи вăхăтра политикăри тата ĕçлĕ çынсем активлăн сÿтсе яваççĕ.
Районта иртнĕ Информаци кунĕнче те политика тата общественность представителĕсем районти граждансемпе тĕл пулнă чух Патшалăх Канашне янă Çырури шухăшсемпе тĕрлĕрен ыйтусене тапратрĕç, çавăн пекех çывхарса килекен РФ Президенчĕн суйлавĕн пĕлтерĕшĕсемпе паллаштарчĕç. Суйлава хутшăннинчен ыранхи кун мĕнлерех пуласси пирки сăмах хускатрĕç. «Хальхи суйлавçăсен шухăшĕ те, ăнланăвĕ те анлă, вĕсем ыррипе начаррине уйăрма пĕлеççех », - терĕ ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ А.Белов Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн территорийĕнчи шкулта вĕрентекенсемпе тĕл пулнă вăхăтра. Райадминистрацин строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов ертсе пыракан ушкăн çавăн пекех Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнче тата ялти тĕслĕх библиотекăра пулчĕç, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕç, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç, хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç.
 
Н.ШИШКИНА, А.НИКОЛАЕВА.


27 февраля 2008
00:00
Поделиться