Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Умра - пысăк тĕллевсем

     Раççей Президенчĕ Владимир Путин та, Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров та çул-йĕр комплексне аталантарас ĕçре пысăк тĕллевсем лартаççĕ. Çĕр-шыв экономики аталанать, груз турттарасси ÿсет. Апла тăк, пысăк хуласен çывăхĕнче кăна мар, аякри ялсенче те - вăл вара уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ - ку чухнехи çулсем кирлĕ. ЧР Президенчĕ Н. Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче: «Муниципалитетсемпе пĕрле халăх пурăнакан мĕн пур вырăнсен тĕп урам сетьне асфальт сармалли программăна 2015 çул тĕлне вĕçлеме палăртса туса хатĕрлемелле», - тенĕ. Район администрацийĕ, çул-йĕр строительствин ĕçченĕсем кашни ял патне асфальтлă çул хывас ĕçе тĕллевлĕ пурнăçлаççĕ. Çавна май кăçал 3 ял (Чăрăшçырма, Атнаш, Кĕçĕн Шăхаль) патне асфальтлă çул сарма палăртнă. «Кавал - Пăвакасси - Çиçтĕпе - Чăрăшçырма» автомобиль çулĕсем 4 километр тăршшĕ (35, 5 миллион тенкĕлĕх), «Çĕнĕ Вĕренер - Шăхаль - Тикаш - Хĕрлĕçыр», Кĕçĕн Шăхаль патне 2, 2 километр (19, 4 миллион тенкĕлĕх), «Энĕш - Атайкасси - Хуруй», Атнаш ялĕ патне 2, 4 километр (20, 5 миллион тенкĕлĕх) хывма планланă. Ялсем патне çул-йĕр тăвассипе пĕрлех вĕсенчи тĕп урамсене те паха çул хывассипе ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем кирлĕ документсем хатĕрлессипе ĕçлеççĕ.
     Çул ĕçченĕсем валли ĕç çителĕклĕ, мĕншĕн тесен республикăра «2006-2010 çулсенче тата 2025 çулчченхи тапхăрта автомобиль çулĕсене çĕнетесси тата аталантарасси» нумай çуллăх программа йышăннă.
 
А. ТИХОНОВ.


27 февраля 2008
00:00
Поделиться