Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ

     Чăваш Енĕн 2010 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕнче палăртнă çул-йĕрсемпе планланă кăтартусем Раççей Президенчĕ палăртнă пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсемпе туллин пĕр килнине асăнмалла. Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕнче кăтартусем курăмлă. Сывлăха сыхлас тĕлĕшпе тытăмлă, пахалăхлă, масштаблă ĕç темиçе çул пырать. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ районта та ăнăçлă пурнăçланать. Çавна май, районти сыватупа профилактика учрежденийĕсене диагностика оборудованийĕсемпе тивĕçтересси те тĕллевлĕ пурнăçланса пырать.
     2006 çулта наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурĕ 9 оборудовани (3, 2 млн. тенкĕлĕх): фиброколоноскоп, фиброгастроскоп, электрокардиограф 4 единица, лаборатори валли оборудовани, УЗИ аппарат LOGLQ, «Электрон» флюорограф. Çавăн пекех васкавлă пулăшу уйрăмĕ валли 6 автомашина (вĕсенчен иккĕшĕ наци проекчĕпе) уйăрнă.
      2007 çулта наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районти тĕп больницăна маммограф, рентген аппарачĕ, лаборатори оборудованийĕн комплекчĕ, васкавлă медицина пулăшăвĕ валли икĕ автомашина илнĕ. Районти тĕп больницăна килнĕ оборудованисене пĕтĕмпех вырнаçтарнă. Район поликлиникинче вырнаçнă УЗИ кабинетра та çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Кунта тăрăшса вăй хуракан Л.Сергеева врач, В.Чапурин врач хăйсен ĕçне пысăк пахалăхпа пурнăçласа пыраççĕ. Кунне 20-25 пациент таран йышăнаççĕ.
 
З. ЕЛАКОВА.


01 марта 2008
00:00
Поделиться