Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ача тĕрекĕ - çемьере

    Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ «Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкĕнче ачасене воспитани парас ĕçре обществăн социаллă яваплăхне ÿстерессин тĕп ĕçĕ-хĕлĕ» темăпа Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта ашшĕ-амăшĕсемпе ирттернĕ пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн системинче вăй хуракансем, шкулсен директорĕсем, шкул çулне çитмен учрежденийĕсен заведующийĕсем, ашшĕ-амăшĕсем хутшăннă.
    «Çемье кăна - чи малтан çемье! Ăс-хакăл енчен сывă тата пиçсе çитнĕ çынна воспитани парас енĕпе тумалли ĕçе хăй çине илмелле», - тесе палăртнă ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Çак шухăша пухура та çирĕплетрĕç. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ чи малтанах Вăрмар районĕнчи ачасене усрава илнĕ çемьесен видеосюжетне пăхнинчен пуçланчĕ. Çакна палăртма кăмăллă: 2008 çулхи февраль уйăхĕ тĕлне пурĕ 15 çемье 34 ачана усрава илнĕ. «Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г. Чернова та çемьесем ачасене усрава илессипе Вăрмар районĕ малтисен шутĕнче тенĕ», - палăртрĕ Ю.Соколов.
    Энтрияль ялĕнче пурăнакан Л.Григорьева 3 ачана усрава илнĕ. Ÿт-пÿ тата ăс-тăн тĕлĕшĕнчен сывă ачасене сехетсерен тата кунсерен воспитани парас пулать. Усрава илнĕ ачасене вара уйрăмах тимлĕх кирлĕ, мĕншĕн тесен вĕсене çав çемьесене хăнăхма малтанлăха питĕ йывăр. Любовь Александровна вара йывăр шăпаллă ачасене çемье ăшшине мĕнле туйма вĕрентмелли, вĕсене пысăк тимлĕх уйăрмалли, ачана усрава илнĕ çемье уншăн яваплă пулни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
     Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче «Вăрмар районĕнчи волонтер юхăмĕн аталанăвĕ» темăпа райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн воспитани енĕпе ĕçлекен методисчĕ Т.Петрова, «Çемьере ăс-хакăл тата йĕрке-тирпей енчен воспитани парасси» темăпа Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти вырăс чĕлхипе литература предметне вĕрентекенĕ В.Адякина, 2007 çулта «Сывлăх» наци проекчĕ районта мĕнле пурнăçланса пыни çинчен районти тĕп больницăн врач-педиатрĕ Л.Чупракова, «2007 çулта Вăрмар районĕнче çул çитмен ачасем хушшинче право йĕркисене пăсакансемпе, асăрхавсăр ачасемпе профилактика ĕçĕсем ирттерни» темăпа Вăрмар районĕнчи право йĕркисене пăсакансене асăрхаттарассипе ĕçлекен тĕп специалист-эксперт И.Дмитриева тата ыттисем те тухса калаçнă.
 
З. ПАВЛОВА.


01 марта 2008
00:00
Поделиться