Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малашлăх тĕллевĕсем пысăк

     Кăçалхи февраль уйăхĕнчен «Вăрмар районĕнчи халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат» муниципаллă унитарлă предприятине çĕнĕ пуçлăх Ю.Кашмаков ертсе пыма тытăнчĕ.
       Çак предприятие ертсе пыраканăн та, кунти хастар коллективăн та ĕмĕт-тĕллевĕсем пысăк. Хальхи вăхăтра вĕсем халăха тĕрлĕ енлĕ пулăшу ĕçĕсем сĕнеççĕ. Хитре, илемлĕ прическа тутарма, çÿç касма е сăрлама, сăн ÿкерчĕк тума, атă-пушмак, сехет юсаттарма, кĕпе-тумтир çĕлеме е юсама пулать. Унсăр пуçне телерадиоаппаратура юсакан мастерской та уçнă. Кунта телевизорсем, DVD, автомагнитола, карас телефон, кĕпе-тумтир çумалли машина, микроволновăй кăмака юсаççĕ. Çавăн пекех ял халăхне вырăна çитсе пулăшу ĕçĕсем кÿме те палăртаççĕ. Камăн телевизор кăтартмасть е кĕпе-тумтир çумалли машина ваннă, пурăнакан вырăнти ял тăрăхне заявка памалла. Вĕсем вара районти халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбината пĕлтереççĕ. Киле пырса кĕске вăхăтра пахалăхлă пулăшу пама пултараççĕ. Предприяти малашлăхра тĕрлĕ енлĕ ĕçлеме палăртать. Пĕччен пурăнакан ватăсен юхăнма пуçланă хуçалăхне те тÿлевлĕ пулăшусем кÿреççĕ. Ăста ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Кирлĕ стройматериалсемпе те тивĕçтереççĕ. Район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсене тимлĕхсĕр хăварма тăрăшмаççĕ кунти ĕçченсем. Вĕсен заказĕсене те пурнăçлама тăрăшаççĕ.
    «Пирĕн тĕллев - халăх ыйтăвне туллин тивĕçтересси, вĕсене пахалăхлă пурнăçлама тăрăшасси. РФ Президенчĕ В.Путин палăртнă наци проекчĕсене ырласа йышăнатăп. Вĕсем халăх ырлăхĕшĕн ĕçлеççĕ. Çавна май эпир те халăхăн пурнăç условийĕсем лайăхланччăр тесе тăрăшатпăр», - терĕ Ю.Кашмаков директор.
      Апла пулсан çак пултаруллă, пысăк мар йышлă коллектива çитĕнÿсем тума ăнăçу сунар.
 
З. ПАВЛОВА.


01 марта 2008
00:00
Поделиться