Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ПАТШАЛĂХ ПУЛĂШĂВĔПЕ ТУЛЛИН УСĂ КУРАÇÇĔ

   Агропромышленность комплексне аталантармалли программа ĕçлеме тытăннă май çынсем ытларах та ытларах патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курма тытăнчĕç. Пурнăçри улшăнусем çĕнĕлĕхсемпе палăрса тăраççĕ. Районта ку енĕпе ĕçсем еплерех пынипе райадминистрацин ял хуçалăх, экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн тĕп специалисчĕ Н.Васильев паллаштарать.
         Юлашки çулсенче районта пурăна кансем ытларах уйрăм хушма хуçалăх тытакан çынсене паракан кредита илеççĕ. Наци проекчĕпе паракан çăмăллăхлă кредита кăçалхи февраль уйăхĕн çурри тĕлне район территорийĕнчи ялта пурăнакан 61 çын 12069 пин тенкĕ илнĕ. Ку суммăран шута илсен «Россельхозбанк» акционерсен уçă обществин пирĕн районти филиалĕнчен 39 çын 7165 пин тенкĕ, районти Перекет банкĕнчен 22 заемщик 4909 пин тенкĕлĕх кредит илсе усă курнă. Ку енĕпе Мăнçырма, Кĕтеснер, Тикаш, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕсенче пурăнакансем туллин усă курма тăрăшаççĕ. Палăртнă кун тĕлне Мăнçырмасем - 2584 пин, Кĕтеснерсем - 2015 пин, Тикашсем - 1890 пин, Киввăрмарсем 1472 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Çăмăллăхлă кредит укçипе çынсем выльăх-чĕрлĕх витисене юсаса çĕнетнĕ е çĕнĕрен хăпартнă, пĕчĕк хăватлă техника, ăратлă çамрăк выльăхсем, паха сортлă вăрлăхсем туяннă. Кун йышши укçа-тенкĕпе хăвачĕпе 100 лаша вăйĕ таран тракторсем, груз турттаракан УАЗсем, Газельсем тата ял хуçалăхĕнче кирлĕ ытти япаласем туянма пулать. Салук бази çирĕп пулсан ял хуçалăхĕнчи пур категориллĕ хуçалăхсем ытти çăмăллăхлă кредитсемпе те усă курма пултараççĕ. Сăмахран, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туянакансене (пĕр килограмм чĕрĕ виçи пуçне 50 тенкĕ, пĕлтĕр ку хисеп 40 тенкĕпе танлашнă), ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме илнĕ вăрлăхшăн тата ăратлă вăрлăх туянакансене те, Раççей производителĕсенчен элитлă вăрлăх туянакансене, им-çампа тата удобренипе усă куракансене тата рапс культурăна çитĕнтерекенсене патшалăх 2008-2010 çулсенче укçа парса пулăшать. Çавăнпа та ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен пурнăçпа тан пымалла, харпăр-хăйĕн правине тата саккуна пĕлсе пымалла. Ял хуçалăхĕнчи кооперативсене пилĕк çуллăха ял тăрăхĕсенчи туризма аталантарма та, суту-илÿ тума та параççĕ. Çăмăллăхлă кредит пирки тĕплĕнрех пĕлес тетĕр пулсан райадминистрацин ял хуçалăх, экологи тата çĕрпе пурлăх пайне килсе ыйтса пĕлме пултаратăр. Патшалăх пулăшăвĕпе анлăрах усă курни сирĕн çемье тата хуçалăх бюджечĕсене самаях пуянлатĕ.
 
А.НИКОЛАЕВА.


01 марта 2008
00:00
Поделиться