Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

РФ Геройĕ Н. Бударин - пирĕн районта

     Н. Бударин 1953 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче Улатăр районĕнчи Кире поселокĕнче çуралнă. 1979 çулта Мускаври авиаци институтне вĕренсе пĕтернĕ. Космонавтсен отрядне Н. Бударина 1989 çулта йышăннă. Космоса вĕçме хатĕрленекенсен курсне вăл 1991 çулта вĕренсе пĕтерет. 1995 çулта 75 талăк космосра пулнă, 3 хутчен тĕнче уçлăхне тухнă. Çак çулта ăна Раççей Федерацийĕн Геройĕ ята панă. Иккĕмĕш хут космоса 1998 çулта бортинженер пулса вĕçнĕ, вĕçев 207 талăка тăсăлнă. Виççĕмĕш вĕçев 2002 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа 2003 çулхи майăн 4-мĕшĕччен тăсăлнă. Н. Бударин - РФ Патшалăх Думин депутачĕ.
     РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Бударин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Васильев ĕçлĕ çул çÿревпе пирĕн районта пулнă. Вĕсем район пуçлăхĕпе В.Кирилловпа пĕрле чи малтанах Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта пулса унта вĕрентекенсемпе, 5, 7, 8, 11 классенче вĕренекенсемпе тĕл пулнă, хăйĕн биографийĕпе кĕскен паллаштарнă, тĕнче уçлăхĕнче пулни çинчен каласа панă, ачасемпе вĕрентекенсен ыйтăвĕсене хуравланă. Çавăн пекех район пуçлăхĕ В. Кириллов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Васильев Н.Бударин летчик - космонавтпа пĕрле «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществине, «АВАН - ПОЛИМЕР» тулли мар яваплă обществăна çитсе курнă. Çĕвĕ фабрикинче пулнă май ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, предприяти туса кăларакан продукципе паллашнă. Палăртма кăмăллă: С.Белоусова ертсе пыракан коллектив хальхи вăхăтра ÿсĕмсен çулĕпе пырать. Кунта вăй хуракансем çĕлекен изделисене вырăнти халăх кăна мар, Раççей регионĕсенче те хапăлласах туянаççĕ. Мускаври пысăк çĕвĕ фирмисем те вĕсене шанаççĕ. Вĕсенчен заказ чылай килет.
     Çĕвĕ фабрики иртнĕ çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Пурĕ 15 миллион та 800 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, çавăн чухлех сутнă. Ку унчченхи çулпа танлаштарсан 27 процент ытларах. Пурлăхпа техника базине те çулсеренех вăйлатса пыраççĕ.
   Район администрацийĕ промышленность предприятийĕсене вырăнта аталантарассипе тĕллевлĕ ĕçлет. Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсемпе, вĕсенчи инвесторсемпе тачă çыхăну тытать. Унсăр пуçне инвесторсем хамăр ентешсем пулни те савăнтарать. Вĕсенчен пĕрисем - Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ, районта «АВАН – ПОЛИМЕР» тулли мар яваплă общество йĕркелесе янă пĕр тăван Владимирпа Сергей Павловсем.
      Ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче çак обществăна район пуçлăхĕ В.Кириллов, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Васильев, летчик-космонавт Н.Бударин çитсе курчĕç, унăн производство ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Предприяти директорĕ О.Ильин малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ.
    Унтан Н.Бударин депутат район активĕпе тĕл пулчĕ. Вĕсемпе кулленхи пурнăç ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕ.
 
З. ПАВЛОВА.


01 марта 2008
00:00
Поделиться