Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

РФ Президенчĕн суйлавĕ: Вăрмарсем çĕр-шыв малашлăхĕшĕн сасăларĕç

   ВĂРМАР ПОСЕЛОКĔ. Район центрĕнче суйлав участокĕсем иккĕ ĕçлерĕç. 829-мĕш суйлав участокĕ Культурăпа кану центрĕнче, 830-мĕш - Спорт çуртĕнче. Раççей Президенчĕн суйлавне ирттерме икĕ участокĕ те тĕплĕн хатĕрленнĕ. Комисси членĕсем ирхине ирех суйлавçăсене кĕтсе илме хăйсене палăртнă участоксене кайма хатĕрленчĕç. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - патшалăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ суйлава ăнăçлă та пĕр кăлтăксăр ирттерсе ярасси пулчĕ. Раççей пуласлăхĕ пурне те пăшăрхантарчĕ. Ирхине сакăр сехет çитсен суйлав комиссийĕ ĕçлеме пуçлани пирки пĕлтерчĕç. Суйлавçăсем те хăйсен яваплăхне туйса ирхине ирех сасăлама пуçларĕç. Пĕрремĕш хут суйлава хутшăнакансем те йышлăн пулчĕç, вĕсене пĕчĕк призсем парса хавхалантарчĕç. 829-мĕш суйлав участокĕнче 1363 суйлавçă хутшăннă. Вĕсенчен ытларахăшĕ «Единая Россия» парти тăратнă кандидатшăн Д.Медведевшăн сасăланă. Çапла вара Вăрмар хула тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакансем Раççей малашлăхĕшĕн сасăларĕç.
   ЧУПАЙ. 2008 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ пулса иртрĕ. Çак кун Чупай суйлав участокĕ активлă ĕçлерĕ. Çанталăк çумăрлă, йĕпе-сапаллă тăчĕ пулин те, ирхине ирех халăх хăйĕн граждан тивĕçне пурнăçлама васкарĕ. Çемьеллисем çемйипех хутшăнчĕç суйлава. Çамрăксем те активлă пулчĕç. Кунĕпех çынран татăлмарĕ ялти Культура çурчĕ. Çакна палăртмалла: Чупайри 862 номерлĕ участокра пурĕ 427 çын сасăларĕ. Ку суйлавçăсен 80 проценчĕ пулать. Суйлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Раççей Президенчĕ пулма Дмитрий Медведевшăн («Единая Россия») чылай ытларах сасăсем панă. Çапла вара çынсем çĕр-шыв малашлăхĕшĕн сасăларĕç.
   ЭНĔШПУÇ. РФ Президенчĕн суйлавĕ суйлавçăсемшĕн чăн-чăн уявах пулчĕ. Ирхине ирех Энĕшпуçсем хăйсен граждан тивĕçне пурнăçлама вăтам шкулта вырнаçнă суйлав участокĕсене васкарĕç. Класс пÿлĕмĕсенче вырнаçнă суйлав участокĕсенчен пĕринче - Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан суйлавçăсем, тепринче - Энĕшпуç станцийĕнчисем суйларĕç. Палăртма кăмăллă, кунта Президент суйлавне тĕплĕн хатĕрленнĕ, суйлавçăсене кăмăллă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илеççĕ, ялти райпо системинчи лавкка суту-илÿ йĕркеленĕ. Культура ĕçченĕсемпе шкул ачисем суйлава хутшăнакансене концертпа савăнтарчĕç. Çавăн пекех Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Иван Васильевич Криков шкул музейĕнче кăсăклă экскурси ирттерчĕ. Пĕрремĕш хут суйлава хутшăнакансене парнесем парса хавхалантарчĕç. Суйлавçăсем çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие Энĕшпуç ялĕнче - 83, Энĕшпуç станцийĕнче пурăнакан суйлавçăсем 95 проценчĕпех хутшăнчĕç. Суйлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Раççей Президенчĕ пулма Д.Медведевшăн сасăларĕç.
      КИВĔ ВĂРМАР. 854-мĕш суйлав участокĕнче РФ Президенчĕн суйлавне хутшăнма 1085 суйлавçăна регистрациленĕ. 10 сехет тĕлнех 431 çын хăйсен сассисене вăл е ку кандидатшăн пама ĕлкĕрнĕччĕ те ĕнтĕ. Çакă Киввăрмарсем çĕр-шыв шăпипе интересленни, пурнăçа лайăх еннелле улăштарассишĕн ăнтăлни çинчен калать.
      МĂНÇЫРМА. Ирхине 8 сехет. Суйлав комиссийĕн членĕсем сĕтел хушшине кĕрсе вырнаçаççĕ. Комисси председателĕ В.Романова пуçтарăннă халăха суйлав пуçланнă ятпа саламлать. Чи малтанах бюллетене илсе ĕç ветеранĕ О.Михайлов сасăлать. Суйлава хутшăннисем хушшинче пĕрремĕш хут сасăлакансем те пулчĕç, 18 çул тултарнă каччăсем - Н.Николаев тата А.Архипов. Вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов ăшшăн саламласа парнесем пачĕ.
Калас пулать, суйлав пысăк активлăхпа иртрĕ. 11 сехет тĕлне списока кĕртнĕ суйлавçăсен 30 проценчĕ сасăланă.
 
А.НИКОЛАЕВА. Г. ЕГОРОВА П. АЛЕКСЕЕВ. В. ТОЛМАТОВ. Г. ПЕТРОВ.


05 марта 2008
00:00
Поделиться