Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ю.Иванов афганеца асăнса

     Кăçалхи февралĕн 15-мĕшĕнче Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 19 çул çитрĕ. Çавна май çĕр-шывра Асăну кунне анлăн паллă турĕç. Афган çĕрĕ çинче интернационалла тивĕçе пурнăçласа Шăхаль каччи Юрий Георгиевич Иванов пуçне хунă.
      ... 1983 çулхи майăн 1-мĕшĕ. Çĕр çинчи чи илемлĕ те çутă уявсенчен пĕри. Çак кун душмансем Кабул хулине атакăласси çинчен пĕлтернĕ. Душмансем Панджер ту хушăкĕ патĕнчен машинăсен колонни çине тапăннă. Хаяр çапăçу пуçланать. Взвод командирне амантаççĕ. Юрий ăна хÿтĕрех вырăна илсе тухасшăн пулнă, анчах çак çапăçура вăл вилмеллех аманать. Вăл вилнĕ хыççăн командирсем унăн ашшĕпе амăшĕ патне çырнă çырура çакăн пек йĕркесем пур:
        «...1983 çулхи майăн 1-мĕшĕнче Сирĕн ывăлăр хăйĕн интернационалла тивĕçне пурнăçланă чухне паттăрсен вилĕмĕпе вилчĕ... Унăн автоматне подразделенири чи паттăр салтака панă. Унăн комсомол билечĕ чаçре чи хаклă реликви пек упранать, вăл часах дивизи музейĕнче чи хаклă экспонатсенчен пĕри пулса тăрĕ. Сире паттăр салтак çитĕнтернĕшĕн пĕтĕм чĕререн тав тăватпăр...».
    Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн гварди рядовойне Юрий Георгиевич Иванова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Афганистан ертÿçин Указĕпе килĕшÿллĕн Ю.Г.Иванова вилнĕ хыççăн «Воин-интернационалиста - Афган халăхĕнчен» медаль парса чыс тунă.
   Воин-интернационалиста асăнса Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта волейболла выляссипе юлташла тĕл пулу ирттертĕмĕр. Тупăшăва ултă команда хутшăнчĕ: Вăрмарти «Право» фирма, Вăрмарти пĕрремĕш, Кĕлкешри, Мăнçырмари вăтам, Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен, Кĕлкеш ял тăрăхĕн командисем. Çивĕч кĕрешÿре куçса çÿрекен кубока Вăрмарти «Право» команда çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Кĕлкешсемпе Шăхальсем пайларĕç.
   Тĕл пулăва район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн начальникĕ Ю.Соколов, Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан А.Семенов хутшăнчĕç. Вĕсем ÿссе пыракан çамрăк ăрăва физкультурăпа тата спортпа яланах туслă пулма, Юрий Иванов пек çĕр-шыва юрăхлă çын пулма сунчĕç.
   Ăмăртăвăн йĕркелÿ комитечĕн волейболла выляссипе юлташла тĕл пулу ирттерме тата спорт инвентарĕпе пулăшнă çак спонсорсене ырă сăмах калас килет: Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан А.Семенова, «Шигали» хуçалăх пуçлăхне А.Ульянова, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕн тата Çĕнĕ Шупашкарти «Магистраль» фирмăн пуçлăхĕсене Н.Зайцевпа А.Мирошкина, Вăрмарти «Право» фирмăн юристне С.Яковлева, А.Беловпа В.Жирнов предпринимательсене, С.Сормулатов, А.Чернов, С.Федоров, В.Иванов, А.Матвеев çамрăксене.
 
А. МИРОШКИНА.


05 марта 2008
00:00
Поделиться