Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пуçаруллă ĕçченсен утăмĕсем сулмаклă

   Шанчăклă, яваплă ĕçченсем - коллектив тĕрекĕ. Çапла палăртать «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществин директорĕ С. Белоусова. Республика кунне те тăрăшуллă ĕçченсем пысăк ÿсĕмсемпе кĕтсе илме палăртаççĕ. Çĕвĕ фабрикин продукцине Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче лайăх пĕлеççĕ, ырлаççĕ. Иртнĕ çул пурĕ 15 миллион та 800 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, çавăн чухлех сутнă. Çĕвĕ фабрики хальхи вăхăтра районта çирĕп аталаннă промышленность предприятийĕ. Вăл вун-вун çынна ĕçпе, тивĕçлĕ ĕç укçипе тивĕçтернипе те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе те фабрика малалла ăнтăлни курăнать. Çĕвĕ производстви те хăйĕн ĕçне çĕнĕ шая çĕкленĕ çул-йĕрсенчен пĕри - ĕç костюмĕсен производстви. Иртнĕ çул ЧР Президенчĕ Н.Федоров ĕçлĕ визитпа çĕвĕ фабрикинче пулнă май, кунта туса кăларакан изделисене лайăх хак панă, малалла та пахалăха тĕпе хурса ĕçлеме ăнăçу суннă.
 
З. ПАВЛОВА.


07 марта 2008
00:00
Поделиться