Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурнăç таппи сисĕнет

     Райадминистрацинче пенсионерсен Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн Вăрмар районĕнчи «Раççейри пенсионерсен союзĕ» ушкăнĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Ку организацин пĕрремĕш пухăвĕ 2007 çулхи март уйăхĕнче пулса иртнĕ. Ун чухне «Раççейри пенсионерсен союзне» кĕме105 çын кăмăл тунăччĕ, халĕ вĕсен йышĕ 300 ытла çынран та иртнĕ. Кунта 18 çула çитнинчен пуçласа пурте кĕме пултараççĕ.
     Чи малтанах ку организацин иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе Чăваш Республикинчи «Раççейри пенсионерсен союзĕ» обществăлла организацин Вăрмар районĕнчи представителĕ Р.Васильева паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх пенсионерсем пĕрре те алă усса ларман, тăтăшах тĕл пулса тĕрлĕрен мероприятисем ирттернĕ, пурнăçра килсе тухакан кăткăс ыйтусене те сахалах мар пăхса тухнă. Çапла вара кашни эрнекун районти пенси фондĕнче пенсионерсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ. Вĕсене районти пенси фончĕн специалисчĕсем, депутатсем, сывлăх тата культура учрежденийĕсен работникĕсем тивĕçлипе хурав параççĕ. Пирĕн республикăри «Пĕтĕм Раççейри пенсионерсен союзĕ» обществăлла организаци Чăваш Республикинчи пенси фончĕпе (ПФРФ), «Пĕрлĕхлĕ Раççей» («Единая Россия») партипе килĕшÿ туса пĕрле ĕçлет. Кашни çул Ваттисен кунне тивĕçлипе чыслатпăр, ятран пулăшу та паратпăр. Пенсионерсен пурнăç условийĕсемпе интересленнипе пĕрлех пĕччен пурăнакансене, пĕчĕк пенси илекенсене ытларах тимлĕх уйăратпăр. Иртнĕ çул 413 пенсионер çакăн пек пулăшу илме пултарчĕ. Кĕскен каласан, пенсионерсем обществăри активран пĕрре те юласшăн мар. Докладчик хыççăн тухса калакансем те пулчĕç. Акă, Энĕшпуç ял тăрăх администрацийĕн специалисчĕ В.Муллина кунти пенсионерсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Вăрмар поселокĕнчи Е.Кошелькова информатика енĕпе республикăри олимпиадăна хăйсем хутшăнма пултарни çинчен кĕскен каласа пачĕ. Çавăн пекех пенсионерсен ячĕпе районта информатика кружокĕ йĕркелеме ыйтрĕ.
     РФ Президенчĕн суйлавĕ çитсе тăнă май район администрацийĕн культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Г.Петрова республикăри аслă ăру представителĕсен форумĕнче йышăннă Чĕнĕвĕпе паллаштарчĕ. Ларăва хутшăннисем Чĕнĕве ырларĕç. РФ Пенси Фончĕн районти Управленийĕн начальникĕ Г.Усков хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ.
      Ларăва пĕтĕмлетсе район пуçлăхĕ В.Кириллов сăмах тухса каларĕ, аслă ăру çыннисен пархатарлă та мухтавлă ĕçĕсене палăртрĕ.
 
А.НИКОЛАЕВА.


07 марта 2008
00:00
Поделиться