Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Капмар çуртсем çĕкленеççĕ

    Раççейри пурлăх тата укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пуян мар регионшăн халиччен пулман кĕске вăхăтра республикăри халăх пурăнакан пĕтĕм вырăна çут çанталăк газĕ çитнĕ. Çакă ялсенче çурт-йĕр тăвас ĕçе ÿстерсе ячĕ, строительство комплексне ура çине тăратрĕ тата пĕр çын пуçне тивекен пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕ тĕлĕшĕпе Чăваш Ен Раççейре малта пыракан виçĕ субъект шутĕнче.
   Юлашки çулсенче патшалăх ялта пурăнакансене çурт-йĕр çавăрма чылай пулăшу кÿнĕ. Халĕ те ку енĕпе чылай ĕçсем пурнăçланаççĕ. «Çамрăк çемье» программăпа районта 15 мăшăра çурт лартма пулăшнă. Ипотека кредичĕсем илекенсем те сахал мар. 2007 çулта унпа 8 çемьене пурĕ 1 миллион та 142 пин тенкĕлĕх тивĕçтернĕ. Кăçал 3 миллион тенкĕлĕх заявка панă.
   Хальхи вăхăтра кашни ялта тенĕ пекех çурт лартакансен йышĕ ÿссех пырать. Акă Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнче капмар çуртсем пĕрин хыççăн тепри хăпараççĕ. Çурт çавăракансен йышĕнче пурте тенĕ пекех патшалăхран тĕрлĕ çăмăллăх кредичĕ илнисем. « 2010 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕр условисене лайăхлатма ялта пурăнакан тата унта ĕçлекен С. Смородинов, Е. Петрова, Т. Григорьева, «Çамрăк çемье» программăпа Т. Константинова, С. Александрова, Н. Гуломова, Т. Федотова, С. Сергеева каялла тавăрса памалла мар субсиди илнĕ.
   Пурăнмалли çурт-йĕрĕн ипотека кредичĕсем енĕпе йышăннă программăсем кăçал та вăйра.
 
З. ПАВЛОВА.


19 марта 2008
00:00
Поделиться