Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Президент стипендиачĕ

     Марина Яковлева ача чухне кам пулас тесе ĕмĕтленнĕ-ши Кун пирки истори пĕлтермест. Кивĕ Вăрмарти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн (сăмах май, нумай предметпа Хисеп хучĕсем илнĕ вăл) Чăваш патшалăх университечĕн стоматологи уйрăмне вĕренме кĕрет. 2006 çулта ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе пĕлĕве малалла ординатурăра тăсать, ăна вĕренсе пĕтернĕ хыççăн стоматологи факультетĕнче студентсене вĕрентет, унсăр пуçне уйрăм çын фирминче те ĕçлет.
    Пултаруллă хĕр ашшĕ-амăшĕнчен пĕтĕм ыррине илнĕ. Ашшĕ - Владимир Иванович, вăл чылай çул хушши «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче механик пулса вăй хурать, амăшĕ - Людмила Геннадьевна, ялти ача-пăча садĕнче тăрăшать. Ялта сумлă, хисеплĕ çынсем.
   Çакна та палăртма кăмăллă - Марина Владимировна хăй вăхăтĕнче пирĕн хаçатпа та тачă çыхăну тытнă, тĕрлĕ конкурссенче малти вырăнсем йышăннă, грамотăсене тивĕçнĕ.
     Тĕрлĕ енлĕ аталаннă Марина Владимировна - Вăрмарти искусство шкулĕн музыка уйрăмне çÿренĕ, ташă класĕнче те вăл ăсталăхне туптанă.
      Часах вăл наука кандидачĕ пуласса шанатпăр.
 
В. ТОЛМАТОВ.


19 марта 2008
00:00
Поделиться