Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малашлăх тĕллевĕсене палăртса ĕçлемелле

     Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Васильев, ЧР суд департаменчĕн управленийĕн начальникĕ В.Петров, «Чăваш Республикин Çĕр кадастрĕн палати» федераллă патшалăх учрежденийĕн директорĕ Т.Матвеева, республикăн ытти представителĕсем, район пуçлăхĕ В.Кириллов, заместителĕ Л.Петров, райадминистрацин пайсен начальникĕсем Н.Павлов, Г.Петрова хутшăннă. Вĕсем 3 ушкăна пайланса Чулкас, Тикаш, Чупай ял тăрăхĕсенче пулса унти халăхпа тĕл пулнă.Унăн тĕп темисем - Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕн Чăваш Республикин территорийĕнчи пĕтĕмлетĕвĕ, Чăваш Республикин Президенчĕн халăхăн социаллă хÿтĕлевне палăртакан Указĕсем (Чăваш Республикин Президенчĕн 2008 çулхи февраль уйăхĕн 29-мĕшĕнчи 17 номерлĕ «Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче çурт-йĕр тĕлĕшĕнчен хĕсĕк пурăнакансем пек шутра тăракан граждансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатасси çинчен» тата 2008 çулхи март уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 20-мĕш номерлĕ «Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине уявлама хатĕрленесси тата ăна ирттересси çинчен» Указĕсем).
     Чупай. Г.Петрова ертсе пыракан ушкăн Чупай ял администрацийĕнче, тĕслĕх библиотекăра пулса вырăнти халăхпа тĕл пулнă, çÿлерех асăннă темăсемпе калаçу ирттернĕ. Çакна палăртмалла: пирĕн район суйлав итогĕсемпе лайăххисен шутĕнче. Чупай ял тăрăхĕнче пурăнакансем иртнĕ суйлава активлă хутшăннă. Суйлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх вырăнти халăхран ытларахăшĕ тĕрĕс суйлав туса малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ.
Информаци кунне хутшăннисене çавăн пекех çĕр ыйтăвĕсем те интереслентерчĕç. «Чăваш Республикин Çĕр кадастрĕн палати» федераллă патшалăх учрежденийĕн начальникĕ Т. Матвеева çĕр участокĕсене, çуртсене харпăр хăй пурлăхĕ тумалли, çĕр пайĕ пуррисен вĕсене регистрацилессин йĕркипе паллаштарчĕ, тухăçлă усă курмаллине палăртрĕ. Çĕрпе çыхăннă ытти ыйтусем çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Пĕрлехи информаци кунĕ çавăн пекех Чулкас, Тикаш ял тăрăхĕсенче те иртнĕ. Чулкас ялĕнче пурăнакансене тахçантанпах пыракан шыв ыйтăвĕ хумхантарчĕ. Халиччен «Мир» хуçалăхăн пулнă çĕрĕпе тухăçлă усă курасси пирки те пулчĕ калаçу.
Пĕрлехи информаци кунне район администрацийĕнче пĕтĕмлетрĕç.
 
З. ПАВЛОВА.


22 марта 2008
00:00
Поделиться