Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вак предпринимательлĕхе анлă çул

     Кашни профессин хăйнеевĕрлĕхĕ, вăрттăнлăхĕ пур темелле. Çын алли тăвакан ĕç пурте хисеплĕ. Кам ачасене çырма, шутлама вĕрентет, тепри йĕрке хуралĕнче тăрăшать, виççĕмĕшĕ суту-илÿпе ĕçлет, çĕр çинче ĕçлесе пилĕкне авать тата ытти те. Ахальтен каламан ĕнтĕ: «Ÿркенмен ăста пулнă», - тесе.
       Пурнăç урапи çине хăвăрт сиксе ларма пĕлекенсем вара тĕрлĕ профессие алла илсе хăйсем валли çеç мар, çынсем валли те ĕç вырăнĕсем туса пама пултарчĕç. Кун пеккисене хальхи самана чĕлхипе - предпринимательсем теççĕ. Вĕсем пирĕн районта та чылаййăн. Шăп та лăп çаксем пуçтарăнчĕç те ĕнтĕ иртнĕ кунсенче райадминистрацинчи ларусен залне. Ытларах кунта малашне те вак предпринимательлĕхе çул уçса парасси тата вĕсене пур енлĕн пулăшса пырасси çинчен калаçрĕç.
     Çак кун, районта информаци кунĕ иртнĕ май, республикăран килнĕ представительсем - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Васильев, ЧР суд департаменчĕн управленийĕн начальникĕ В.Петров предпринимательсемпе тĕл пулма кăмăл турĕç. Пирĕн район иртнĕ РФ Президенчĕн суйлавĕнче тĕрĕс çул-йĕр суйласа илнине палăртрĕç, малашлăхсем çинче чарăнса тăчĕç.
     Районта вак предпринимательлĕх 2007 çулта ĕçленин итогĕсемпе райадминистрацин экономикăлла аталану, промышленность, суту-илÿ, экономика пайĕн начальникĕ Н.Краснова тухса калаçрĕ. Пĕчĕк бизнес ăнăçлă аталантăр тесе кредит парассин йĕркипе çак енĕпе ĕçлекен районти перекет банкĕн аслă инспекторĕ С.Алжирова тĕплĕн ăнлантарчĕ. Предприятисене перекет банкĕнче касса урлă укçа-тенкĕ шутласа парас çĕрте ĕçлекен аслă контролер С.Петрова предпринимательсене пулăшу парасси çинчен тухса калаçрĕ.
    Агропромышленность комплексĕнче ĕçлекен предприятисене субсидилесси пирки ял хуçалăх министерствин пирĕн районти представительствин специалисчĕ В.Ефремова тухса калаçни те предпринимательсене интереслĕ пулчĕ. Вĕсем хăйсене кăсăклантаракан тĕрлĕрен ыйту пачĕç.
   Çурхи кунсем çитсе пынă май тата куллен суту-илÿ вырăнĕсем тавра тирпей-илем кĕртесси çинчен «Коммунальник» МУП директорĕ В.Мишина асăрхаттарчĕ.
     Ларăва район пуçлăхĕ В.Кириллов хутшăнчĕ, сăмах тухса каларĕ. «Аталаннă пĕтĕм çĕр-шывра наци экономикин тĕревĕ - вак тата вăтам бизнес шутланать. Пирĕн районта та çавăн пекех. Вак предпринимательство пĕтĕм шайри бюджетсене налук куçарса парассине гарантилет, вăлах халăха çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерет. Çавăнпа та эпир ăна чи кирлĕ фактор пек пăхатпăр», - терĕ Вячеслав Николаевич.
 
А. НИКОЛАЕВА.


22 марта 2008
00:00
Поделиться