Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăха хумхантаракан ыйтусем чылай пулчĕç

     Район хаçачĕн редакцийĕнче иртнĕ эрнере пулнă тÿрĕ линие райадминистрацин строительствăпа обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ А.Михайлов, «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятин директорĕ Ю.Никитин хутшăнчĕç.
    Районта пурăнакансенчен чылайăшне пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас, ялсене, вĕсенчи тĕп урамсене асфальтлă çулпа çыхăнтарас, поселокра пурăнакансене пахалăхлă шывпа тивĕçтерес тата коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă ытти ыйтусем хумхантарчĕç. Çавăнпа та редакцие пĕр вĕçĕмсĕр шăнкăрав хыççăн шăнкăрав килсе тăчĕ. Хăйсен ыйтăвĕсем çине çамрăксем те, аслă ăрурисем те тĕплĕ хурав парасса кĕтрĕç. Хăшĕ-пĕрисем редакцие килсе куçа-куçăн курса калаçас терĕç. Тÿрĕ эфирта граждансем панă ыйтусен хуравĕсемпе паллашма сĕнетпĕр.
      Чи пĕрремĕш шăнкăрав поселокри Ленин урамĕнчи 27 çуртăн 1, 2, 3, 4 хваттерсенче, 33, 41, 51 çуртсенче пурăнакансенчен пулчĕ. Вĕсем çак çуртсене капиталлă юсав ĕçĕсем тумалли, хваттерсенче 12-13 градус кăна ăшă пулни, çак çуртсем патĕнче çÿп-çап контейнерĕ тулса ларнине пула тĕрлĕ ăпăр-тапăр урамра сапаланса выртни çинчен пĕлтерчĕç. «Коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем кун пирки мĕн шутлаççĕ-ши?» - терĕç вĕсем.
Ю.Никитин: Хваттерсенче 12-13 градус ăшă кăна тенĕрен, Ленин урамĕнчи 27 çуртăн 1, 2, 3, 4 хваттерсенче миçе градус ăшă пулнине çав кунах тĕрĕсленĕ. Вăл 19-20 градус ăшăпа танлашнă. Хальхи вăхăтра ăшă парса тăракан объектсем пĕр кăлтăксăр ĕçлеççĕ, температурăна кирлĕ пек тытса тăраççĕ.
А.Михайлов: «2008-2011 çулсенче Вăрмар район территорийĕнче нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт-йĕрсене капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçласси» программăпа килĕшÿллĕн Ленин урамĕнчи 27, 29, 33, 41 çуртсене капиталлă юсав ĕçĕсем тума палăртнă. Урамсенчи контейнерсене çÿп-çапран вăхăтра тасатса тăмалли пирки «Коммунальник» муниципаллă унитарлă предприятие асăрхаттарнă.
Ленин урамĕнчи 51-мĕш çуртра пурăнакансем шăнкăравлаççĕ. «Пирĕн патĕнчи колонкăран шыв юхмасть, çавăнпа пирĕн, ватăсен, ирĕксĕрех Чапаев урамне кайма тивет. Хăшĕ-пĕрисем аптранипе шыва ăшă пыракан пăрăхсенчен юхтараççĕ. Юлашки вăхăтра вара унăн тĕсĕ те улшăнчĕ. Мĕн яраççĕ-ши çав шыв çине?»
Ю.Никитин: Колонкăсене шывпа тивĕçтерессипе «Коммунальник» муниципаллă унитарлă предприяти ĕçлет. Ăшă пыракан пăрăхсенче шыв тĕсĕ улшăнни пирки çакна палăртмалла: ăшă паракан системăна эффективлă ĕçлеттерес, вĕсенче шыв çитменнине тупса палăртас тĕллевпе «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятин ăшă паракан системăна сăрланă АФОН ингибитор янă. Çак ингибиторăн гигиена сертификачĕ пур. Вăл çын сывлăхне пĕтĕмĕшле сиен кÿмест, анчах хăшĕ-пĕрисене çак шывпа усă курни аллерги пама пултарать. Вăрмар поселокĕнче пурăнакансене пĕлсе тăма: ăшă паракан пăрăхсенчи шывпа апат-çимĕç пĕçерме, йăлара усă курма юрамасть.
А.Михайлов: Ленин урамĕнчи 51 çуртра пурăнакансем автотранспорт предприятийĕ çывăхĕнчи колонкăпа усă кураççĕ. Кăçал çак колонкăра шыв пĕтнĕ тĕслĕхсем пулман.
Çак урамри 29, 30, 31, 33, 41 çуртсенче пурăнакан ватăсем, ветерансем канализаци çукки пирки нушаланаççĕ. «Ленин урамĕнчи çуртсем валли ятарласа канализаци тума май çук-и?»- ыйтаççĕ аслă ăрурисем.
А.Михайлов: Ленин урамĕнчи 29, 30, 31, 33, 41 çуртсене канализаци кĕртме проект тума панă. Çак çуртсене 2009-2010 çулсенче канализаци кĕртме плана кĕртнĕ.
Поселокри Комаров урамĕнче пурăнакансем кĕрлĕ-çурлă çанталăкра урамра пылчăклă пулни, тухса çÿреме йывăрри пирки пăшăрханаççĕ. «ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртнă халăх пурăнакан мĕн пур вырăнсене асфальт сармалли программа хăçан пурнăçа кĕрĕ-ши?» - теççĕ вĕсем.
А.Михайлов: Кăçал халăх пурăнакан мĕн пур вырăна çитиччен хытă сийлĕ çулсем тумалли программăна вĕçленĕ май, ЧР Президенчĕ Н.Федоров муниципалитетсемпе пĕрле халăх пурăнакан мĕн пур вырăнсен тĕп урам сетьне асфальт сармалли программăна, çак ĕçе 2015 çул тĕлне вĕçлесе, туса хатĕрлемеллине палăртнă. Çак ĕçе Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсем пурнăçлама тытăннă. Хальхи вăхăтра вĕсем проектпа смета документацийĕсем йĕркелеме пуçланă. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн çул-йĕр ыйтăвĕсемпе çыхăннă программăра чи малтанах тĕп урамсене асфальт сарма палăртнă. Çавна май Вăрмар хула тăрăхĕнче Александров урамне асфальт сарассипе проектпа смета документацийĕ йĕркелеççĕ. Малашлăхра вара Крупская, Чапаев, Маяковски урамĕсенче пахалăхлă çул-йĕр тăвасси пирки планлаççĕ. Комаров урамне кăçал хытă сийлĕ асфальт сарма палăртман, анчах çăва тухсан унти çула та йĕркелесе яма тăрăшатпăр.
Çĕнĕ Кавал ялĕнче пурăнакансене те çул-йĕр ыйтăвĕ канăç памасть. «Районта чукун çул урлă кĕпер тунă май, автоçул Çĕнĕ Кавал хĕррипе иртсе каять. Çавна май автотранспорт хатĕрĕ вĕçĕмсĕр çÿренине пула поселока ĕçе çÿрекенсене, шкул ачисене ку çулпа утма пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Ун пек ан пултăр тесен автоçул айккипе тротуар сарма май çук-и?» - ыйтаççĕ вĕсем.
А.Михайлов: 2008 çулта Вăрмар поселокĕпе Çĕнĕ Кавал хушшинче автомашинăсен заправка комплексне тумалла. Çавна май ку проекта çынсене çÿремешкĕн тротуар тума та кĕртсе хăварнă.
Чупай ялĕнче пурăнакансем Вăрмар - Чупай, Киввăрмарсем Вăрмар - Кивĕ Вăрмар автоçулсем ванса, путăк-шăтăклă пулса пĕтни çинчен пĕлтереççĕ. Çак ыйтăва кам татса парĕ?
А.Михайлов: «Чăвашавтодор» патшалăх унитарлă предприятин Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕн ĕçченĕсем кашни çулах республика, вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене юсаççĕ. Кивĕ Вăрмар çулĕ пирки илес пулсан, кăçал çăва тухсан Вăрмар - Кивĕ Вăрмар автоçула (пурĕ 2 километр тăршшĕ) юсама планланă. Çак ĕçсене пурнăçлама 2 миллион тенкĕ район бюджетĕнчен уйăрнă. Ку çул «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин балансĕ çинче тăрать. Ăна район балансне паман, çавăнпа та ку тĕлĕшпе хăш-пĕр чăрмавсем пур. Вăрмар - Чупай автоçул пирки илес пулсан, кăçал юсав ĕçĕсем тума палăртаççĕ.
«Хĕрлĕçыра хăçан автобус çÿреме пуçлĕ-ши?» - тесе ыйтаççĕ çак ялта пурăнакансем. - Хĕллехи вăхăтра ялти урамсене юртан тасатсах тăраймарĕç.
А. Михайлов: Тикаш ялĕ айккипе иртсе каякан çула патшалăх комиссийĕ йышăнман. Ăна йышăнсан вара автобус çÿреме пуçлĕ. Ялти урамсене юртан тасаттарас, вĕсене пăхса тăрас тĕлĕшпе вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕ яваплă. Вĕсенчен хытăрах ыйтмалла.
Кивĕ Шулхан ялĕпе Эçпепе ялне хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарма май килмест-ши? Шкул ачисене те шкула çÿреме меллĕрех пулĕччĕ», - пĕлтереççĕ Кивĕ Шулханта пурăнакансем.
А.Михайлов: Кивĕ Шулханпа Эçпепе ялĕсене асфальтлă çулпа çыхăнтарма палăртман.
Пĕчĕк Енккассинче пурăнакансем шыв башни тахçантанпа ĕçлеменнине пула колонкăсенче шыв çуккипе тарăхаççĕ. Шыв ăсма тарасасем те аякра вырнаçнă.
А.Михайлов: Çак шыв башнине тытса тăрас пирки ял халăхĕпе пуху ирттернĕ. Пухура 7 çемье кăна шыв башнине тытса тăма укçа-тенкĕ уйăрасси çинчен пĕлтернĕ. Ыттисем тарасасемпе усă курасси пирки палăртнă. Укçа-тенкĕ çителĕксĕррине пула шыв башнине ĕçлеттерме май çук.
Çĕнĕ Вĕренерте пурăнакансем колонкăсенче шыв çуккипе тертленни çинчен пĕлтереççĕ. «Çак ыйтăва кам татса парĕ-ши?» - теççĕ.
А.Михайлов: Çĕр типсен Шупашкарти «Водоснабжение» тулли мар яваплă общество çак ялти шыв башнине юсама тытăнĕ.
Энĕшпуç ялĕпе Тăвай çулне хăçан пĕрлештерĕç?
А.Михайлов: Энĕшпуç ялĕпе Тăвай çулне пĕрлештерессипе проект хатĕрленĕ. Кăçал ку ĕçсене пурнăçлаççĕ.
Юлашкинчен çакна палăртмалла: ку е вăл ĕçе эпир суйланă вырăнти влаç органĕсем, хамăр тĕрĕс йĕркелесе пымасан пире «çÿлтен» никам та килсе туса памĕ. Çавăнпа та хула тата ял тăрăхĕсенче тирпей-илем, хăтлăх хуçалантăр, вĕсенче инфраструктура аталантăр тесен чи малтанах хамăр тăрăшни кирлĕ.
 
З. ПАВЛОВА хатĕрленĕ.


26 марта 2008
00:00
Поделиться