Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Рудольф Петров афганеца асăнса

    Çÿлти Кинчер ялĕнче çуралса ÿснĕ, интернационалла тивĕçе пурнăçласа Афганистанра пуçне хунă Рудольф Петрова халалласа йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне ирттересси çирĕп йăлана кĕчĕ. Акă, кăçал та, Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Тупăшăва Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисемпе Куславкка, Сĕнтĕрвăрри тата Вăрмар районĕсен спортсменĕсем пурĕ 100-е яхăн хутшăнчĕç.
   Акă ăмăртăва хутшăнакансем пĕр рете йĕркеленсе тăнă. Пухăннисене райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн, физкультурăпа спорт пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ А.Краснов, Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов тата ыттисем саламларĕç.
     Часах ăмăртусем пуçланаççĕ. Чи малтанах старта 1-2-мĕш классенче вĕренекенсем тухаççĕ. Вĕсен 500 метр чупмалла. Арçын ачасенчен пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсене М.Буренковпа Д.Буренков (Тĕрлемесри вăтам шкул) йышăнаççĕ, А.Шапеев (Тикаш) иккĕмĕш вырăна тухать.
      Хĕрачасенчен М.Арманова (Çĕнĕ Кинчер) çĕнтерет.
Стартра - 3-4-мĕш классенче вĕренекен арçын ачасем, 17-ĕн вĕсем, 1 километрлă дистанцире ăмăртмалла. Чи пултарулли вара П.Теплов (Чупай) пулчĕ. А.Горшковпа (Кавал) Н.Ленский (Тикаш) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
     Хĕр ачасенчен Д.Красновапа С.Матвеева (Кĕлкеш) пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнаççĕ, А.Албутова (Куснар) виççĕмĕш пулать.
    5-7-мĕш классенче вĕренекен арçын ачасем 2 километрлă дистанцире тупăшаççĕ. Старта 32 çамрăк тухать. В.Иванов (Чупай) пуринчен те выляса илчĕ. Р.Боредский (Пинер) иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. А.Алексеевпа (Энĕшпуç) Н.Шапеев (Тикаш), пĕр пек вăхăт кăтартса, виççĕмĕш вырăна тухрĕç.
   Хĕр ачасенчен чи пултарулли К.Линга (Чупай) пулчĕ. С.Даниловапа (Кĕлкеш) А.Линга (Чупай) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
8-9-мĕш классенче вĕренекен арçын ачасем 3 километрлă дистанцире тупăшрĕç. Малти вырăнсемшĕн 14 çамрăк кĕрешрĕ. Финиша чи малтан А.Топтыгин (Чупай) çитрĕ.
    Н.Чубуковпа (Кавал) В.Теплов (Чупай) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
     Хĕрачасем 2 километр чупрĕç.
   Малти вырăнсене Л.Никифорова, А.Кириллова, Т.Алексеева (пурте Чупай шкулĕнчен) çĕнсе илчĕç.
10-11-мĕш классенче вĕренекенсем - 5, хĕр ачасем 3 километрлă дистанцисенче тупăшрĕç.
    А.Ивановпа П.Кириллов (Энĕшпуç) пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. А.Александров (Кĕлкеш) виççĕмĕш пулчĕ.
   Хĕрачасенчен К.Армановăна (Çĕнĕ Кинчер) çитекенни пулмарĕ. М.Емельянова (Тикаш) - иккĕмĕш, С.Паймулина (Хĕрлĕçыр) виççĕмĕш вырăнсенче.
       29 çула çитичченхи çамрăксем 5 километр чупрĕç. П.Арманов (Çĕнĕ Кинчер), В.Данилов (Кĕлкеш), А.Петров (Пинер) малти призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç.
      30-39 çулхи арçынсем те çав дистанцирех ăмăртрĕç. В.Иванов (Тĕрлемес станцийĕ) чи лайăх результат кăтартрĕ. Н.Павловпа А.Петров - (Вăрмар) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
     Хĕрарăмсем 2 километр чупрĕç. С.Орлова (Тĕрлемес станцийĕ) - пĕрремĕш, М.Сергеевапа Арманова (Çĕнĕ Кинчер) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
      40-49 çулхи арçынсенчен 3 километрлă дистанцире А.Иванов (Шупашкар), В.Московкин (Çĕнĕ Шупашкар), Г.Соколов (Энтри Пасар) çĕнтерчĕç.
1 километрлă дистанцире хĕрарăмсенчен Л.Корнилова (Шупашкар), Л.Капитонова (Çĕнĕ Шупашкар) малти вырăнсене тухрĕç.
     50-59 çулхи арçынсем 2 километр чупрĕç.
     Арçынсенчен В.Сидоров (Шупашкар), А.Ноздрин (Чупай), В.Захаров (Тĕрлемес станцийĕ) çĕнтерчĕç.
    Хĕрарăмсенчен 1 километрлă дистанцире чи пултаруллисем Н.Александрова (Кĕлкеш), З.Маркова (Вăрмар поселокĕ), Р.Иванова (Çĕнĕ Кинчер) пулчĕç.
60 çултан иртнĕ арçынсем 1 километр тупăшрĕç. Сĕнтĕрвăрринчен килнĕ Н.Алексеев финиша чи малтан çитрĕ. А.Волковпа (Шупашкар) А.Богданов (Куславкка) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Ăмăртура мала тухнисене грамотăсемпе, медальсемпе, сувенирсемпе тата парнесемпе хавхалантарчĕç. Шкул директорĕ М.Крылова ăмăрту ирттерме пулăшнă спонсорсене тата ăмăртăва йĕркелекенсене тав турĕ.
 
Л. АГАПОВА.


26 марта 2008
00:00
Поделиться