Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Наркотике районта çул çук

    Право органĕн ĕçченĕсем май уйăхĕнчен пуçласа виçĕ тапхăрпа, кашни çулах кĕркуннепе çуркунне, «Мăкăнь» операци ирттереççĕ. Ку ĕç кăçал та вăйрах пулĕ. Çак наркотикле культурăна - мăкăне пахчасенче ятарласа усă курма ÿстермеççĕ-и? Çак тĕллевпе 2007 çулта 15 рейд ирттернĕ. Ку вăхăтра Аслă Чак ял тăрăхĕн территорийĕнче пĕр çын килĕнче типĕтнĕ мăкăнь тураттине упранине тупса палăртса явап тыттарнă. Районти çул-йĕр патруль службин ĕçченĕсемпе пĕрле автомашинăсене тĕрĕслесе мăкăнь чечекки тупса палăртнă тĕслĕхсем пулнă. Пурте суд умĕнче явап тытнă. Районта хушăран наркомансем тупăнсах тăраççĕ. Çавăнпа та пирĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тата ялсенче пурăнакансемпе кун йышши çынсене тупса палăртассипе ĕçлемелле. Хăрушă пулăм çулне пÿлес тесе пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕ Канаш, Тăвай, Çĕрпÿ, Куславкка тата Тутар Республикинчи Зеленодольск, Кайпĕç тата кÿршĕллĕ ытти районсенчи право органĕсемпе ĕçлĕ çыхăну тытать, пĕрле тĕрĕслевсем ирттерет.
     Шалти ĕçсен пайĕ шкулсенчи 8-11-мĕш классенчи ачасемпе ку темăпа профилактикăлла калаçусем ирттерет. Вĕренекен çамрăксене сывă пурнăç йĕркине мала хуччăр тесе çине тăратпăр. Вĕсем ытларах пулакан вырăнсенче тăтăшах рейдсем ирттерме, халăх хушшинче ăнлантару ĕçне анлăрах сарма тăрăшатпăр.
 
А. ПАВЛОВ.


29 марта 2008
00:00
Поделиться