Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пушарниксен миçе минутран çитмелле?

    Çакă тата ытти хăш-пĕр ыйтусем çине Раççейри Чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин генерал-майорĕ Юрий Дешевых хуравлать.
- Паянхи куна илсен темиçе пушар служби шутланать...
- Çапла, федераллă, муниципаллă, уйрăм, ирĕклĕ тата ведомствăллă пушар службисем пур халь.
- Сирĕн шутпа хăшĕ лайăхрах?
- Ăçта чăн-чăн профессионалсем ĕçлеççĕ, çавă лайăхрах. Вĕсенчен кашниех хăйсен конкретлă вырăнĕнче кирлĕ. Сăмахран, химилле хăрушă производствăра ведомствăллă пушар служби пулмалла. Мĕншĕн тесен кунта хăйсен специфики пур. Муниципалитетсен вара шăпах çак тăрăхри вут-кăвара сÿнтерекен служба пулмалла. Шел пулин те, муниципаллă пушар службин вут-кăвара сÿнтермелли хатĕр-хĕтĕр те, квалификаци те çÿллĕ шайра мар. Сăлтавĕ, бюджет укçи-тенки çитсе пыманни. Пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе пурне те йĕркене кĕртес, пĕрлĕхлĕ система туса хурас тĕллевпе Президент 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пушар хуралне федераллă бюджет шучĕпе укçа-тенкĕпе тивĕçтересси çинчен йышăну кăларнă. Кунта ĕç укçи те, пушар сÿнтерекенсене социаллă хÿтĕлесси те кĕрет. Кунсăр пуçне пушар хуралне вут-кăвар сÿнтермелли хатĕрсемпе федераллă бюджет шучĕпе тивĕçтерĕç.
- Çакна федерацин «Раççей Федерацийĕн 2012 çулхи пушар хăрушсăрлăхĕ» программипе килĕшÿллĕн пурнăçлĕç-и?
- Çапла. Кун пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрам-ха. Паянхи куна илсен пушар хăрушсăрлăхĕн системине реформăлама пуçланă ĕнтĕ. Пĕрремĕшĕнчен, ноябрь уйăхĕнче Патшалăх Думи пĕрремĕш вулавра «Пушар хăрушсăрлăхĕн пĕтĕмĕшле требованийĕсем» регламентне йышăннă. Кунта пушар хăрушсăрлăхĕн хальхи требованийĕсем те кĕреççĕ. Халь çак регламента иккĕмĕш вулавра пăхса тухма хатĕрлеççĕ. Тĕрĕсрех каласан, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисем федераллă саккунăн статусне илĕç. Çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ.
- Çак регламент пурне те - уйрăм çынсене те, организацине те пырса тивĕ-и?
- Çапла. Ку - пирĕн Раççей Федерацийĕнче пуçласа йышăнакан пысăк документ пулса тăрать. Эпир çак саккуна хатĕрлес енĕпе 4 çула яхăн ĕçленĕ. Мĕншĕн тесен «Раççей Федерацийĕн 2012 çулчченхи пушар хăрушсăрлăхĕ» программăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри вăл - пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелли ыйтăва саккунлă татса парасси. Иккĕмĕш ыйту вăл - пушар хуралĕн инфраструктурине модернизацилесси. Çак программăна пурнăçлама 200 миллиард тенке яхăн уйăрĕç. Çак суммăн 56 проценчĕ шкулсене, социаллă хÿтлĕх учрежденийĕсене, муниципалитет харпăрлăхĕн объекчĕсене, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене кĕрекен объектсене, тĕрĕсрех каласан, халăх массăллă пухăнакан бюджет организацийĕсене - пушар хăрушсăрлăхĕн хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ çĕре кайĕ.
28, 4 миллиард тенкине пушар хуралĕн инфраструктурине аталантарнă çĕре хывĕç. Çĕнĕ пушар деповĕ, пушарниксене вĕрентмелли пĕлÿ центрĕсем туса лартĕç. Эпир пушар сÿнтермелли технологисене лайăхлатас тĕлĕшпе наукăпа тĕпчев ĕçĕсем ирттерĕпĕр, вăл шутра атом станцийĕсене тата ытти уникаллă объектсене пушартан хÿтĕлес тĕлĕшпе те вĕренÿсем йĕркелĕпĕр.
 
(«Российская газета» хаçатран).


29 марта 2008
00:00
Поделиться