Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Республика чемпионĕ

     Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта вунпĕрмĕш класра вĕренекен Максим Миронова районти шкулсенчи спортсменсенчен чылайăшĕ лайăх пĕлеççĕ. Кире пуканĕ йăтассипе чапа тухнă спортсмен вăл.
     Н.Федоров Президент призĕшĕн иртнĕ çул шкул ачисем хушшинче кире пуканĕ çĕклессипе мала тухассишĕн Тăвайĕнче ирттернĕ республикăри спартакиадăра 60 килограмм таякан спортсменсем хушшинче вăл чемпион ятне çĕнсе илнĕ.
     Район пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн районти Спорт çуртĕнче ирттернĕ ăмăртура та М.Миронов мала тухнă.
     Çулталăк пуçланнăранпа вăхăт нумаях та иртмерĕ-ха. Максим пире тепĕр çĕнтерÿпе савăнтарчĕ.
    Мартăн 15-16-мĕшĕсенче Кÿкеç поселокĕнче çамрăксем хушшинче кире пуканĕ çĕклес енĕпе республикăра мала тухассишĕн ăмăртусем иртнĕ. Пирĕн ентеш 65 килограмм таран таякан çамрăксемпе тупăшнă. Икĕ упражнени пурнăçламалла пулнă.
Пĕрремĕшĕ - 24 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен тĕртесси. Çамрăк каччă 45 хут тĕртме пултарнă.
       Иккĕмĕшĕ - кире пуканне икĕ алăпа улăштарса çĕклесси. Ку хутĕнче те Максим 55-шер хут çĕклесе чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă.
       Çапла вара икĕ енлĕ ăмăртса М.Миронов 100 очко пухнă, республика чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ.
- Максим ăмăртусенче çитĕнÿ тăвасси маншăн çĕнĕлĕх мар. Эпĕ ăна шанатăп. Тренировкăсене йĕркеллĕ ирттерсен, çĕнтерме тĕллев лартсан, шанчăк çуралать, вăй-хал хутшăнать, - тулли кăмăлпа каласа парать пултаруллă спортсменăн тренерĕ Николай Анатольевич Изосимов.
 
А. ПЕТРОВ.


29 марта 2008
00:00
Поделиться